Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тĕп сцена çинче

Тĕп сцена çинче

Чăваш Енре шкул театрĕсен «Асам» конкурсăн республика тапхăрĕ иртни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе йĕркеленĕ. Пултарулăх конкурсне Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă.

Хальхи вăхăтра шкул театрĕсен 29 ушкăнĕ çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илессишĕн тупăшать. Вĕсем пурте маларах хуласемпе округсенче йĕркеленĕ тупăшура палăрнăскерсем. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вырăс патшалăх драма театрĕн сцени çине Канашри 5-мĕш шкулăн çамрăк артисчĕсем тухнă. Вĕсем Михаил Зощенко калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ «Чирлисем» постановка лартнă. Канашсен пултарулăхне Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захарова хакланă.

Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Канашри муниципаллă округ чысне Ухман шкулĕ çумĕнчи театр хÿтĕленĕ. Вĕсем удмуртсен «Илемлĕ хурăн» юмахĕ тăрăх инсценировка лартнă. Ухмансен пултарулăхне курма вĕренÿ министрĕн çумĕ Марина Лежнина пынă. Çамрăксене хăйсен пултарулăхне пысăк сцена çинче пур енлĕ кăтартма «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов тата округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хавхалантарнă.

Аса илтеретпĕр, конкурс çĕнтерÿçине раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче палăртĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *