Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Туслă йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçать

Туслă йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçать

Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта çĕнĕ ача-пăча лапамĕ хута кайнă. Ăна «Аслисенчен – ачасене» акципе килĕшÿллĕн вырнаçтарма май килнĕ.

Тĕллевлĕ акцие кăçал çĕртме уйăхĕнче старт панă. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Унта предприятисемпе организацисем, депутатсем, çамрăксен тĕрлĕрен юхăмĕ тата ахаль çынсем хастар хутшăннă. Вĕсем ятарлă QR-кодпа усă курса уйрăм счет çине укçа куçарнă. Мĕн чухлĕ укçа парассине кашни çын хăй палăртнă.

Прект валли 550 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Унăн пысăк пайне «Космонавт» лагерь ертÿçи Вячеслав Никитин уйăрса панă.

— Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче, ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе, Канаш енре ÿсекен шăпăрлансем валли чаплă парне туса пама май килчĕ. Çак ача-пăча лапамĕнче çитĕнекен ăру хăйен пушă вăхăтне усăллă тата интереслĕ ирттерессе шанатăп, — тенĕ Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов хĕрлĕ хăйăва каснă май.

Халĕ ачасем тĕрлĕ ярăнчăк çинче ярăнса кăмăлĕсене çĕклеме, хăйăр картишĕнче илемлĕ кулепесем ăсталама, спорт хулинче сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ.

«Аслисенчен – ачасене» акцие хутшăннă ыр кăмăллă çынсене кашнине тав тăватпăр, туслă йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçассине çак тĕллевлĕ проект тÿрремĕнех çирĕплетет.

Пĕлме, «Аслисенчен — ачасене» ыр кăмăллăх акци Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствипе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ тата Раççейри ача-пăча фондчĕн регионти уйрăмĕ пуçарнипе иртет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *