Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Здоровье > Пурнăç патне пин утăм

Пурнăç патне пин утăм

Шăхасанта çакăн пек ятпа марш иртрĕ

Çак кунсенче Ф.Г. Григорьев ячĕллĕ район больницин ĕçченĕсем сывлăха куллен çирĕплетме нумаях та кирлĕ маррине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартма Шăхасан урамĕсем тăрăх марша тухрĕç. Сывлăхлă пулас тесен кашни кун физкультурăпа спорт валли вăхăт уйăрмалла кăна. Медиксемпе пĕрле Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те çула тухрĕç — çуран пин утăм утрĕç.
Кăмăл тăвакансем старт умĕн тата мероприяти вĕçленсен хăйсен юн пусăмне виçтерме пултарчĕç.
Медицина ĕçченĕсемпе шкул ачисен туслă йышĕ район поликлиникинчен пуçласа «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕ патне çитиччен утса анчĕ. Унта пурте зарядкăна вырнаçса тăчĕç. Хул-çурăма çемçетнĕ, кăмăл-туйăма çĕкленĕ хыççăн палăртнă маршрутпа малалла кайрĕç.
— Çыннăн хăйĕн сывлăхне тĕрĕс-тĕкел тытса тăма кашни кун 6 утăмран пуçласа 10 пин утăм тумалла. Çакна тума нимĕнле ятарлă пÿлĕм те, хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ мар, — тет Сергей Шерне тĕп врач.
Медицина ĕçченĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕ Ирина Ефимова пирĕн тĕп тĕллев районта пурăнакансене харпăр сывлăхне тимлĕх уйăрттарасси, усал йăласенчен хăтăлма хистесси, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси пулнине палăртрĕ.
Районти медиксем эрнере икĕ хутчен уçă сывлăшра физзарядка тăваççĕ. Вĕсен шучĕпе, сывă пурнăç йĕрки Канаш енри мĕнпур ял тăрăхĕнче, вĕрентÿ учрежденийĕнче, ĕç коллективĕнче вăй илмелле. Эсир те, хисеплĕ ентешсем, кашни кĕçнерникунпа шăматкун пирĕнпе пĕрле ирхи зарядкăна тухăр, хăвăрăн сывлăхăра çирĕплетĕр!

Геннадий ЛАВРЕНТЬЕВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code