Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шкулсенче çуллахи вăхăтра та ĕç вĕрет

Шкулсенче çуллахи вăхăтра та ĕç вĕрет

Авăн уйăхĕччен вăхăт чылай-ха, çавăнпа та ачасен çуллахи кану тапхăрĕ вăй илсе пырать кăна темелле. Вĕренекенсем каннă вăхăтра шкулсем темшĕн-çке пушă ларнăнах туйăнать, анчах та
çакă тĕрĕс шухăш мар. Ачасем çуккипе усă курса пĕлÿ учрежденийĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Вăтакас Кипеч, Ухман тата Чакаç шкулĕсенче, сăмахран, спорт залĕсене йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ. Çак кунсенче асăннă шкулсенчи юсав ĕçĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов вырăна тухса паллашнă. Палăртнă объектсенче Р. Иванов тата С. Андреев индивидуаллă предпринимательсем ĕçлеççĕ, муниципаллă контрактсемпе килĕшÿллĕн
капиталлă юсав ĕçĕсене вĕсен çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
2019 çулта спорт залĕсене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме 3009,59 пин тенкĕ пăхса хăварнă: федераци бюджетĕнчен _ 2829,0 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен _ 90,295 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен _ 90,295 пин тенкĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкулсенче физкультура
урокĕсене ирттерме тата ачасене спорта явăçтарма пурлăхпа техника бази çĕнелĕ.
Çакна та палăртса хăварма кăмăллă, Чакаç шкулĕнче ĕçлекенсем шкул çурчĕ çумĕнчи отмосткăна хăйсен вăйĕпе тăваççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *