Пятница, Сентябрь 20, 2019
Главная > Публикации > Энтрияль ял тăрăхĕ

Энтрияль ял тăрăхĕ

Светлана ДИМИТРИЕВА,
Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене
вăхăтлăх туса пыракан:

— Пирĕн ял тăрăхне пилĕк ял (Энтрияль, Хыçалкас, Çĕнĕ Пинер, Матькасси, Виçпÿрт) кĕрет. Вĕсенче кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 589 хуçалăх шутланать, 1129 çын пурăнать. 213 хуçалăха çынсем дача вырăнне тытса тăраççĕ.
Энтрияль ял тăрăхĕнче вăтам шкул пур. Унта 123 ача пĕлÿ пухать. Çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасем валли пĕр ушкăн ĕçлет, унта 28 пепке çÿрет.
2014 çулта Çĕнĕ Пинер ялĕнче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Унта ял халăхне пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.
Ялсенче хăтлă пурăнма электроэнегри, çут çанталăк газĕ, таса шыв тата такăр çул кирлĕ. 2015 çулта ял халăхĕ пуçарнипе Энтриялĕнчи К. Маркс урамĕпе иртекен автоçула юсанă. 2018 çулта Григорьев урамĕнчи плотинан пăрăхне йĕркене кĕртнĕ. Электроэнергие перекетлес тĕллевпе 2017 çулта урамри çутă хатĕрĕсене светодиод ламписем çине куçарнă. Хыçалкас ялĕнчи Çамрăксен урамне электрофикациленĕ.
«Ял тăрăхĕсен территорийĕсене çирĕп аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Шоссейная урамра 514 метр тăршшĕ газ пăрăхĕ хывнă. Çĕнĕ Пинер масарĕ çинче пĕчĕк пÿрт лартнă, унтах часавай уçнă. Вырăнти пуçару мелĕпе Çĕнĕ Пинерти клуб тăррине улăштарнă.
Çуркунне юр кайсассăнах субботниксене тухма пуçланă. Çветтуй Троица тĕлне ял масарĕсене тасатса йĕркене кĕртнĕ. Ял халăхне тавралăха тасалăхра тытма, кил умĕсене чечек лартса илемлетме чĕнсе калас килет. Çакă «Чи лайăх ял тăрăхĕ», «Чи лайăх урам» тата «Чи лайăх кил умĕ» конкурссене хутшăнма май парать. 2019 çулта Хыçалкасри Çамрăксен урамĕ «Чи лайăх» урам республика конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçме пултарчĕ.
Ял тăрăхĕнче коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли вырăнсене йĕркене кĕртессине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çÿп-çап контейнерĕсем ятарлă 10 вырăнта вырнаçмалла.

Ирина ФЕДОРОВА,
Энтрияль вăтам шкулĕн директорĕ:
— Энтряиль вăтам шкулĕ кăçал 125-мĕш вĕренÿ çулне пуçларĕ. Пирĕн шкулăн историйĕ тĕлĕнмелле вăрăм та интереслĕ. Манăн вара тивĕçлĕ канăва тухнă Аркадий Гурьевич Гурьев çинчен ытларах каласа хăварас килет. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Энтрияль вăтам шкулне 30 çул ытла ертсе пычĕ. Шкул ачисене спорт енĕпе çитĕнÿсем тума питĕ нумай пулăшрĕ. Хăйĕн юратнă ĕçне халĕ те пăрахмасть, Г.Н. Смирнов ячĕллĕ ача-пăча спорт шкулĕн филиалĕнче тренер пулса тăрăшать. Ачасем тренировкăсене хаваспах çÿреççĕ, ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнÿсене тивĕçеççĕ. Аркадий Гурьевич мана та (эпĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнчен шкул коллективне ертсе пыратăп) йывăр ыйтусене татса пама пулăшать.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕ пирĕн шкулшăн ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Вĕренекенсем тĕрлĕ ăмăртăва, конкурса тата олимпиадăна хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç. 11 ача район шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче призер ята тивĕçрĕç. Евгений Михайлов (халĕ вăл техникум студенчĕ) физкультура предмечĕпе республика шайĕнче ирттернĕ олимпиада призерĕ пулса тăчĕ. Аркадий Гурьев ертсе пынипе пирĕн шкулăн спорт ушкăнĕ спартакиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Энтрияль шкулĕ хăнасене яланах тарават кĕтсе илет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен республикăри ресурс центрĕ пулса тăчĕ. Шкулта çулсеренех Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртет. Пирĕн пата республикăн паллă çыннисем килсе курчĕç: хамăр шкултан вĕренсе тухнă Надежда Силпи, Альбина Сарри тата Людмила Степанова, Лидия Саринепе Светлана Асамат, Юрий Никитинпа Валентин Кузнецов — Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.
Паянхи кун шкулта пултаруллă 16 вĕрентекен тăрăшать. Иккĕшĕ — аслă категориллĕ, пĕри Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне илме тивĕçнĕ.
Шкул тавра илемлĕ сад ешерет. Тĕрлĕ улмуççи, груша, слива йывăççисем ÿсеççĕ. Кăçал вĕсем тулăх çимĕç парса савăнтарчĕç.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулта тăрăшакансем юсав ĕçĕсене хастар хутшăнчĕç. Ачасем пахчара тăрăшса ĕçлерĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ вăйпа пуçларăмăр, çитĕнÿсем тума ĕмĕтленетпĕр.

Викентий ЕГОРОВ,
Хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи:
— Эпир выльăх-чĕрлĕхпе малтанах ĕçленĕ. Вĕсен йышне тата та ÿстерес тĕллевпе 2015 çулта фермер ĕçне пуçăнса пăхма шутларăм. Çав çулах ĕне ферми хăпартса лартма патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕм, унăн сумми 1 миллион та 100 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çак укçана йăлтах строительство çине янă.
Фермăна 2016 çулта уçрăмăр. Малтан пирĕн сăвакан виçĕ-тăватă ĕне кăна пулнă пулсан халĕ вĕсен шутне 12 пуçа çитертĕмĕр. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ фермăра 30 пуçа яхăн. Выльăх-чĕрлĕхе хамăр çемьепе пăхатпăр.
Выльăха тутă хĕл каçарма утă-улăм тата тырă кирлĕ. Вĕсем валли çу каçипе апат саппасĕ хатĕрлеме 100 гектар çĕр пур. Пуçтарса илнĕ тухăçа тĕрĕс-тĕкел упрама кăçал склад тума тытăнтăмăр. Çак ĕçе хамăр укçа-тенкĕпе пурнăçлатпăр.
Малашлăх йăлтах хамăртан килет, ĕçлес туртăм тата сывлăх пулсан выльăх-чĕрлĕх йышне тата та хушса пыма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code