Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шăхасан ял тăрăхĕ

Шăхасан ял тăрăхĕ

Владимир РусСков
ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
—  Шăхасан салинче кĕçех районти Культура çурчĕ хута каймалла. Строительство ĕçĕсене «Строитель» тулли мар яваплă пĕрлĕх пурнăçлать. Объекта тума 62 миллион тенкĕ уйăрнă. Ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Хамăр патăмăрта çакăн пек капмар çĕнĕ çурта хăпартма май килтернĕшĕн тата пулăшнăшăн республикăпа район ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Юлашки çулсенче республикăра культурăна аталантарас тĕлĕшпе чăнласах та питĕ нумай ĕç пурнăçланать. Çакăн çинчен Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев та палăртнăччĕ, вăл кăçал пуш уйăхĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Константин Геннадиевич каланă тăрăх, 20-30 çул хушшинче юхăнса ларнă культура объекчĕсене кĕске вăхăтрах йĕркене кĕртсе çитерме май çук паллах. Çак тапхăрта ни клубсем туман, ни костюмсем çĕлетсе-туянса паман. Йывăр лару-тăруран кам мĕнле пултарать — çавăн пек çаврăнса тухнă. 2015 çулта республикăра культура отрасльне 700 млн тенкĕ уйăрнă. 2018 çулта вара 2 млрд та 800 пин тенкĕ! Танлаштарса пăхмалăх пур. Канаш районне илес пулсан, 2017 çулта 15 млн та 500 пин тенкĕ уйăрса панă, 2018 çулта — 22 млн ытла тенкĕ. 2019 çулта район 78 млн ытла тенкĕ илет. Çакă вăл пĕтĕмпех пирĕн культура учрежденийĕсене — клубсене, библиотекăсене, музейсене — юсама, çĕнетме, çĕнĕрен хута яма. Çакăн пек çĕнĕлĕхсем республикăри кашни муниципалитетрах пулса пыраççĕ.
Пирĕн салари çĕнĕлĕхпе вара хамăр районта пурăнакансемпе хăнасем кăçал юпа уйăхĕнче паллашма пултарĕç. Районти Культура çуртне хальхи пурнăç ыйтăвĕпе пурнăçланă, курса тĕлĕнмелли тата мăнаçланмалли унта чăнласах та пур.

Сергей ШЕРНЕ,
район больницин тĕп врачĕ:
— 2018 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Капиталлă юсав «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Объекта йĕркене кĕртме республика бюджетĕнчен 22 миллион тенке яхăн укçа уйăрчĕç. Юсав ĕçĕсене «Строитель» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем пурнăçларĕç. Подрядчик виçĕ хутлă çуртра пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ. Строительсем çуртăн лаптак тăррине юсанă, вентиляци, ăшă, шыв, канализаци тата электричество системине çĕнĕрен
вырнаçтарнă. Пÿлĕмсенчи алăксене тата чÿречесене çĕнетнĕ. Çуртăн фасадне те капăр сăн кĕртнĕ.
Сусăрсем валли пандус вырнаçтарнă. Объект кăçалхи пуш уйăхĕнче хута кайрĕ.

Николай ГОРШКОВ,
Шăхасан салин старости:
— Юлашки вăхăтра инициативлă бюджет тенине час-часах илтетпĕр. Çак ăнлав никамшăн та вăрттăнлăх мар паллах. Унпа усă курса районти ял-салара пурăнакансем пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ: йăла çурчĕсен тăррисене çĕнетеççĕ, чÿречисене улăштараççĕ, сăн-сăпатне килĕшÿллĕ сăн кĕртеççĕ тата ытти те.
Эпир те, Шăхасан салинче пурăнакансем, айккинче юлас темерĕмĕр, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене йĕркене кĕртме шутларăмăр. Çак тĕллевлĕ программăна хутшăнма проект хатĕрлерĕмĕр, унта салари «Çĕнтерĕве 40 çул» урамри 24, 6, 6А, 16, 25, 3 тата 5-мĕш çуртсен картишĕсене йĕркелеме пăхса хăвартăмăр. Проект экспертиза витĕр ăнăçлă тухрĕ. Ĕçсен сметине çирĕплетрĕмĕр. Уçă аукционра «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх çĕнтерчĕ. Подрядлă организаципе тунă муниципаллă контракт хакĕ 5800,0 пин тенкĕпе танлашрĕ. Аукционта ирттернĕ торги сметăра пăхса хăварнă укçа виçине чылай перекетлеме май пачĕ. Строительсем юсав ĕçĕсене авăн уйăхĕн вĕçĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Вырăнти пуçару мелĕпе салара килес çула та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерме палăртатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *