«Пенсие тухсан пурнăç хăйĕн илемне çухатать, чарăнса ларнăпа пĕрех, нимĕнле хутшăну та, хăвăн лайăх енÿсене кăтарма та май çук», — тенине час-часах илтме пулать. Анчах ку шухăшпа пурте килĕшмеççĕ.
Çапла, тивĕçлĕ канăва тухсан пурнăç тепĕр майлă çаврăнать, анчах та лайăх еннелле те пулма, ăна çĕнĕ варкăш кĕртме те пултарать. Ĕçе çÿреме пăрахнă çынна, чăннипе каласан, ăмсанмалли те пурах. Ку ÿсĕмре çынсем хăйсен кăмăлне каякан, юратнă ĕç, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем валли ытларах вăхăт уйăрма, тахçанах шутласа хунă шухăшĕсене пурнăçа кĕртме пултараççĕ. Вĕсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă та кăмăллăн ирттерччĕр тесе районта тĕрлĕ кружокпа клуб пĕрлешĕвĕ ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама Канаш районĕн централизациленĕ клубсен системин директорĕ Ольга Микушина килĕшрĕ:
— Пирĕн районта пурăнакан çынсен ватлăхне илемлетес, вĕсем пурнăçран айккинче тăрса ан юлччăр, хăйсене социумăн пĕр пайĕ пулнине туйччăр, пушă вăхăтне усăллă та кăсăклă ирттерччĕр, общество ĕçĕсене хастар хутшăнччăр тесе Культура çурчĕсемпе клубсем çу мĕнче çынсен интересĕсене шута илсе тĕрлĕ кружок ĕçлет. Районта ватăсем мĕнпе кăсăкланнине кура 71 кружок йĕркеленĕ, унта пурĕ 901 çын çÿрет. Вĕсем кунта ытахальтен пушă вăхăтне ирттерме кăна çÿремеççĕ — пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, хăйсен ăсталăхне ыттисене кăтартса параççĕ, тĕрлĕ шайри конкурссемпе куравсене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ. Районти 24 ял тăрăхĕнче хăйсен ĕçĕсемпе палăрнă ылтăн алăллă 123 ăста пурăнать. Вĕсенчен кашнин хăйĕн интересĕ, хавхаланăвĕ: кам кăçатă йăвалать, кам чĕнтĕр ăсти, теприсем ÿкерессипе уйрăлса тăраççĕ, кама пукане, усал- тĕселтен, куç ÿкесрен сыхлакан япаласем, теттесем тăвассипе çитекенни çук, виççĕмĕшсем наци костюмĕсемпе эрешĕсене ăсталассипе палăраççĕ. Паянхи кун илемлĕ ăсталăхăн чи анлă сарăлнă, аталаннă енĕсен шутне йывăçран касса кăларасси, тĕрлесси, çыхасси кĕреççĕ.
Районти культура учрежденийĕ- сем аслă ÿсĕмри çынсен пушă вăхăтне йĕркелессипе, вĕсене тĕрлĕ ăсталăха явăçтарассипе, культура тĕлĕшĕнчен тата хăйсене пурнăçра палăртма пултарнине аталантарассипе хастар ĕçлеççĕ. Кăçал ватă çынсем валли ятарласа 230 культурăпа массăллă мероприяти ирттернĕ, район шайĕнче ал ĕç ăстисен вун икĕ куравне йĕркеленĕ, республика шайĕнчи çичĕ курава хутшăннă, халăх культурин йăла-йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе районта 54 мероприяти пулнă.
Культура учрежденийĕсен çумĕнче вырăнти халăх пултарулăхне аталантарассипе пенсионерсем валли 39 клуб пĕрлешĕвĕ ĕçлет, унта 341 çын çÿрет. Вĕсен тĕп задачи — вырăнти йăла-йĕркене уçăмлатасси, упраса хăварасси.
Тата культура çурчĕсем çумĕнче фольклор коллективĕсемпе ансамбльсем йĕркеленнĕ, вĕсем тĕрлĕ шайри чылай конкурса хутшăнса лауреатсем, çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ. Уйрăмах çак ушкăнсене асăнса хăварас килет: «Шевле» (Катек), «Туслăх» (Мăкăр), «Хĕлхем» (Кăшнаруй), «Пинер» (Энтрияль), «Татмăш ен» (Татмăш), районти ветерансен халăх хорĕ, «Улах» (Тăрăн), «Енĕшсем» (Вăрман Енĕш), «Ямаш ен» (Ямаш). Вĕсен курăмлă çитĕнĕвĕсемпе пирĕн район чăннипех те мăнаçланать.
Владимир СТЕКЛОВ,
ветерансен халăх хорĕн ертÿçи:
— Районти ветерансен хорĕ 2012 çулта йĕркеленнĕ, 2015 çулта халăх хорĕн ятне тивĕçнĕ. Малтанах хора çÿрекенсем сахаллăнччĕ, каярах юрлас текенсен шучĕ ÿссех пычĕ. Паянхи кун коллективра 30 яхăн çын. Солистсенчен чи асли вара Петр Николаевич Николаев, вăл тепĕр çул хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Хор коллективĕ пирĕн питĕ туслă, пире кашнинех юрă-кĕвĕ патне туртакан туйăм пĕр тĕвве пуçтарать, туслаштарать. Эпир пĕр-пĕрне сахал вăхăт пĕлетпĕр пулин те пĕр çемьери пек пурăнатпăр, уявсене, çуралнă кунсене пĕрле уявлатпăр, савăнатпăр. Юрă — тĕлĕнмелле асамлă хăват, вăл çынна ватăлма памасть, чуна çамрăклатать. Хама та, пенсие тухни тăватă çул çитрĕ пулин те, çамрăк каччă пекех туятăп. Хорта эпир ташлатпăр, юрлатпăр тата тĕрлĕ конкурса хутшăнатпăр. Çичĕ çул хушшинче пирĕн хор таçта та çитрĕ, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса лауреат, çĕнтерÿçĕ ячĕсене илме тивĕç пулчĕ. 2018 çулта «Çирĕп пирĕн çунатсем» Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса Гран-при çĕнсе илтĕмĕр, район чысне хÿтĕлеме Мускав облаçне кайма путевкăна тивĕçрĕмĕр. Хора çÿрекенсемпе ĕçлеме çăмăл: пурте хăйĕн сăмахне тытма пултаракансем, пĕр репетицине те сиктермеççĕ, хăйсемех шăнкăравласа хăçан пуçтарăнмаллине ыйтса пĕлеççĕ. Хора çынсем районти тĕрлĕ ялтан килеççĕ: кунта мăкăрсем те, вăрманенĕшсем те, уçырмасем те, кипечсем те пур. Тата хор çумĕнче халăх инструменчĕсен ансамблĕ йĕркеленĕ. Çапла майпа юрлатпăр, савăнатпăр, ватăлма васкамастпăр.
Петр НИКОЛАЕВ,
ветерансен халăх хорĕн музыканчĕ:
— Хора мĕн йĕркеленнĕренпех çÿретĕп, мандолина калатăп. Кунта килсен, юрă тăсса ярсан кăмăл уçăлать, хăпартланать, савăнăçпа тулать, пурăнас килсе тăрать. Хора пĕр ялтан, Çĕнĕ Мамирен, виççĕн çÿретпĕр: манăн вĕренекен пулнă Иванов Михаил Петрович, Якимов Юрий Николаевич баянист. Юрра-кĕвве ятарласа вĕренмен, анчах яланах ун патне чунпа туртăннă, кăсăкланнă, хам тĕллĕнех инструментсем калама вĕреннĕ. Кунта, паллах, педучилищĕре вĕреннĕ чухне эрнере пĕрре музыка занятийĕсем иртни те витĕм кÿчĕ, çавăнтан музыка тĕнчине туртăм тата та вăйланчĕ. Çак туртăм ача чухнех çуралнă пулĕ те, анчах калама пĕлмен. Анне шăрантаракан юрăсене киленсе итлеттĕм: çепĕç те илемлĕ тухатчĕ унăн сасси, чуна тыткăнлатчĕ. Пур ĕçе пуçăнсан та: кĕнчеле арлатчĕ-и, çĕлетчĕ-и — яланах юрă ĕнерлетчĕ. Юрăпа пурăнма çăмăл вĕт, чуна çемçетет, çамрăклатать, вăй хушать. Хора хаваспа, пĕтĕм кăмăлтан, килĕштерсе çÿретĕп, çакăнта ирттернĕ самантсем вĕсем чи хаваслисем, чи пахисем. Кунта çÿрекен çынсем те питĕ ырă, уçă кăмăллă, пурне те тарават. Эрнере икĕ хутчен репетици иртет, пĕрне те сиктерме тăрăшмастăп. Темлерен килеймесен вара ăш вăркать, чунра лăпкă мар, тем çитмест пек, çакăнтах туртать. Юрă-кĕвĕ мана питĕ лайăх витĕм кÿрет.
Елена ЯКОВЛЕВА,
ветерансен халăх хорĕн старости:
— Хора эпĕ те мĕн йĕркелесе янăранпах çÿретĕп, тĕрĕссипе каласан, ăна пуçараканĕсенчен пĕри шутланатăп. Владимир Георгиевич Стеклов пирĕн ертÿçĕ пулма килĕшсен хор коллективĕ валли илемлĕ ят шырама сĕнчĕ, нумай шутласан «Сÿнми вучах» çинче чарăнтăмăр, вăл пурин кăмăлне те кайрĕ. Хора, кашни репетицине пĕр-пĕр пысăк уява кĕтнĕ пекех чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Эпир питĕ туслă, пĕр çемьери пек пурăнатпăр, пире пĕр-пĕринпе çав тери аван. Владимир Георгиевич та питĕ ăста та чăтăмлă, маттур та хисепе тивĕç ертÿçĕ. Вăл пире пĕр сив сăмах каласа та кÿрентермест, яланах кулса та йăваш калаçать. Пĕрле пухăнсан пирĕн коллективра яланах савăнăç, шÿт-кулă хуçаланаççĕ. Камăнах килес килмĕ çакăн пек йыша, хаваспах, пĕтĕм кăмăлтан, çунат хушса çÿретĕп хора.
Яланах юрлама килĕштернĕ эпĕ, Канаш хулинчи чăваш хорне те çÿренĕ. Анне манăн питĕ хитре юрлатчĕ, ăна кура манăн та çак ăсталăха алла илес килетчĕ. Хора çÿреме, юрлама, сцена çине тухма май килнишĕн чунтан савăнатăп. Юрăпа пĕрле пулсан ватăлма та, кулянма та, пуçа усма та вăхăт çук.