Пĕр вырăнта, ниçта куçмасăр çур ĕмĕр тăршшĕ ĕçлеме пулать-и? Пулать. Ĕçе пĕтĕм чунтан килĕштерсен, пурнăçлакан ĕç хаваслăхпа телей кÿрсен, унăн результачĕсене курса савăнма пĕлсен. Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче ĕçлекен Калиса Иванова вĕренÿ анинче 52 çул вăй хурать.
Калиса Михайловна асăннă шкулăн выпускникĕ, унтан вăл 1962 çулта вĕренсе тухнă та Шупашкара çул тытнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтĕнче биологипе хими факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Алла диплом илсен çамрăк специалиста Яманкассинчи шкула ĕçлеме янă. Кунта çамрăк хĕр нумай вăхăт ĕçлемен пулин те, икĕ çул, çак шкулта иртнĕ вăхăтсем унăн асне яланлăхах кĕрсе юлнă. Вăл паянхи кун та çав çулсенче Яманкасси шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Михайлов Филипп Михайловича ăшшăн аса илет, аслă вĕрентекене ашшĕ вырăнне хурса хисепленĕ, вăл вĕрентсе каланă ăслă сăмахсене, усăллă та кирлĕ сĕнÿсемпе канашсене ăша хывса хă-йĕн учитель ĕçĕнче, пурнăçра усă курнă пирки пĕлтерет.
Унтан çамрăк вĕрентекенĕн ĕç çулĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче малалла тăсăлать, кунта вăл 1969 çултан пуçласа биологипе хими предмечĕсене вĕрентет, 80-мĕш çулсенче директорта та ĕçлет. Яланах вăр-вар пулнăскер, шкулта вĕреннĕ чухнехи пекех общество ĕçĕсене хастар хутшăнать, хăй вĕрентекен предметсемпе ачасене кăсăклантарас тесе уроксене интереслĕ те хăйне евĕр ирттерме тăрăшать, вĕсене тĕплĕ те аван хатĕрленет, пĕтĕм чунне парса ĕçлет. «Эпĕ хамăн учитель ĕçне питĕ килĕштеретĕп. Вăл çăмăлах мар пулин те яланах хисепре. Хама вĕрентекенсĕр пуçне тек нимĕнле профессире те курман. Мĕн пĕчĕкренех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Кунта атте физрук пулни те, хамăр шкултан инçех мар пурăнни те пысăк витĕм кÿнех пулмалла. Эпир шкултан тухма та пĕлмен тесен те йăнăш пулмасть. Биологипе хими предмечĕсене вара асăннă предметсене вĕрентекен çамрăк учителе Людмила Михайловна Мятенкинăна çав тери килĕштернĕрен, ăна чунтан юратнăран суйласа илтĕм. Вăл пирĕн пата аслă класра ăс пухнă чух килнĕччĕ, ăна эпир пĕтĕм класĕпех килĕштереттĕмĕр, çавна пула вăл вĕрентекен предметсене те çав тери кăмăллаттăмăр.
Учительте нумай çул ĕçлерĕм, анчах та çав вăхăтра ку ĕç ман кăмăла каймасть, йывăр, чăтма çук, тухса каятăп тесе нихăçан каласа та, шутласа та курман. Мана ачасемпе ĕçлеме, вĕсене çĕнĕ япаласене вĕрентме, хам мĕн пĕлнине пама, вĕсенче пытаннă талантсене уçма çав тери килĕшет. Ачасен çитĕнĕвĕсене курса, пĕчĕк-и вĕсем е пысăк, яланах чунтан хĕпĕртетĕп. Нихăçан та ачасене пусарса, сивĕ сăмахсем каласа, кăмăлĕсене хуçса вĕрентме тăрăшман, пурне те хисеплесе, чуна парса пĕлÿ панă», — чунне уçса калать Калиса Иванова. Лайăх ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ăна тĕрлĕ хисеплĕ ятпа награда парса чысланă: вăл — «Аслă вĕрентекен» (1978 ç.), «ЧАССР халăх çут ĕçĕн отличникĕ» (1980 ç.), ылтăн медальпе пĕрле çамрăксене воспитани парас ĕçе тата патшалăх вĕрентĕвне пысăк тÿпе хывнăшăн М. Ломоносов ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне (2006 ç.), РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине (1990 ç.) тивĕçнĕ. Учитель сумне ĕçре тунă çитĕнÿ-семсĕр пуçне ачасемпе вĕсен ашшĕ-амĕшĕ хисеп туни, тав сăмахĕ калани татах та ытларах ÿстерет. Юратнă учитель патне час-часах темиçе çул каялла та, хальтерех те вĕренсе тухнисем шăнкăравласах, унăн сывлăхĕпе, пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ тата музей валли тĕрлĕ çĕртен интереслĕ экспонатсем яра-яра параççĕ.
Çулĕсем сахалах мар пулин те Калиса Михайловна паянхи кун та çав тери хастар та пултаруллă, шкул пурнăçне яланах хаваспа хутшăнать, хальхи самана таппипе тан утпа тăрăшать, нимле çĕнĕлĕхрен те айккинче тăрса юлмасть. Ачасене вĕрентме пăрахни те нумаях пулмасть, шкулти Çарпа ĕç мухтавĕн музей ĕçне çÿллĕ шайра тытса пырать. Сăмах май, Калиса Михайловна музей директорĕнче ăна мĕн уçнăранпах, 2006 çултанпа, ĕçлет. Çав вăхăтра тунă курăмлă çитĕнÿсемпе вара тивĕçлипех мухтанма пулать. Вăл йĕркелесе тата ертсе пынипе музей ĕçне тÿресем пысăка хурса хаклаççĕ, ачасем тĕрлĕ шайри конкурссемпе мероприятисене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ: Çарпа патриот воспитанийĕ енĕпе ĕçлекен шкул музейĕсен конкурсĕнче — 1-мĕш вырăн (Мускав, 2010 ç.); Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ музейсен смотр-конкурсĕнче — 1-мĕш вырăн (Канаш, 2015 ç.); «Эпĕ астăватăп, эпĕ мухтанатăп!» творчество ĕçĕсен конкурсĕнче — 1-мĕш вырăн (Мускав, 2010 ç.); «Раççей яланах хăйĕн хăюллă паттăрĕсемпе мухтаннă» Пĕтĕм Раççей конкурсра — 1-мĕш вырăн (Мускав, 2014 ç.); «Пирĕн çемьери вăрçă астăвăмĕ» сочиненисен республика конкурсĕнче — 1-мĕш вырăн (Шупашкар, 2015 ç.) тата ыттисем те.
Çакăн пек тĕлĕнмелле вĕрентекен çинчен чылай лайăххине çырма пулать, унра çамрăксене вĕренмелли, ăша хывмалли çав тери нумай. Калиса Михайловна — пуян опытлă, пысăк пĕлÿллĕ, ăста педагог. Çакăн пек пултаруллă вĕрентекенсем пирĕн районти шкулсенче ĕçленĕшĕн мухтанатпăр, савăнатпăр.
Елена Фадеева