Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ырă туни — ырăпа таврăнать

Ырă туни — ырăпа таврăнать

Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ тĕле районта «75 ырă ĕç» туса ирттерессине пăхса хăварнă. Асăннă проект йĕркелÿçисем çав пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çамрăксемпе шкул ачисенче патриотизм туйăмне вăратасса, аслă ăрăва, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплеме тата асра тытма хистессе шанаççĕ.
«75 ырă ĕç» проектпа килĕшÿллĕн Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекен Çĕнтерÿ волонтерĕсем çак кунсенче Алевтина Мышкина патĕнче пулнă. Алевтина Михайловна 1934 çулта çуралнă, вăл педагогика ĕçĕн ветеранĕ, пурнăçĕн 38 çулне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă.
Алевтина Мышкина шкулта математика предметне ертсе пынă. Тухтăра качча тухнă, мăшăрĕпе 48 çул пĕрле пурăннă. Туслă çемье виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. 85 çулти ветеран сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, кашни ир хăйĕн тăрăх сивĕ шыв тăкать, сиплĕ курăксем вĕретсе ĕçет, тен, çавăнпа сывлăхне ÿпкелемест. Пушă вăхăтра сăвăсем шăрçалама кăмăллать. Вĕсемпе хăнана килнĕ шкул ачисене те хаваспах паллаштарнă.
Сывпуллашнă самантра Алевтина Михайловна ачасене çапла каланă: «Ырă туни яланах ырăпа таврăнать, çавăнпа та çынна ырă тума ан ÿркенĕр. Таса чунпа пурăнăр, усал тата йывăр шухăшсене аякка сирĕр, вĕсем сывлăха япăх витĕм кÿреççĕ. Хăвăра яланах лăпкă тытма тăрăшăр, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленĕр».
Ачасем тĕлпулуран çакна ăнланнă: ватăсене вĕсенчен пулăшу кăна мар, тимлĕх тата ăшпиллĕ калаçу та сывлăш евĕрех кирлĕ.

Алина ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *