Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Палăк уçнă, шырав отрячĕ йĕркеленĕ

Палăк уçнă, шырав отрячĕ йĕркеленĕ

Совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине илсе кĕнĕренпе кĕçех 40 çул çитет. Çак пулăмпа килĕшÿллĕн ытларикун Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртнĕ. Унта Раççей Геройĕ Николай Гаврилов хăй, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата хăнасем хутшăннă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçă хунă летчиксене асăнса палăк уçнă тата шырав отрячĕ йĕркеленĕ.
— Çакăн йышши палăк уçни питех те пĕлтерĕшлĕ пуçару, — палăртнă Николай Федрович. — Мĕншĕн тесен пур салтакăн та вил тăпри вырăнĕ çук, çак сăлтава пулах шырав отрячĕсем йĕркеленеççĕ. Вăрçăра Чăваш Енри 32 летчикăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, нумайăшĕн пытарнă вырăнĕсем халĕ те паллă мар.
Николай Гавриловпа Владимир Степанов Янкăлч шкулĕн Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕн ертÿçине Калиса Ивановăна Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвне панă. Калиса Михайловна педагогика ĕçĕнче 50 çул тăрăшать. Ветерана ĕçтешĕсем чун-чĕререн саламланă, тата та пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.
Унтан шырав отрячĕн членĕсем Раççей Геройĕ умĕнче тупа тунă. Мероприяти концертпа вĕçленнĕ.

Антонина ТАВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code