Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Крым кĕперне хывакансенчен пĕри

Крым кĕперне хывакансенчен пĕри

Крым пирĕн çĕршывпа пĕрлешсен Раççей Правительстви çурма утрава кĕперпе çыхăнтарас тĕллев лартнă. Ăна строительсем 2014 çулта тума тытăннă та 2019 çулта вĕçленĕ. Автомашинăсем çурма утрав çине Керчь проливĕ урлă 2018 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçласа каçнă. Чукун çул кĕперĕ пассажирсене турттаракан пуйăссене 2019 çулхи раштав уйăхĕнче йышăннă, тавар турттараканнисем Крыма каçă урлă кăçал утă уйăхĕнче çÿреме тытăнĕç.

Раççей Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кĕпере хута янă хыççăн çулталăкра ун тăрăх 5 миллион автомашина каçма ĕлкĕрнĕ. Ку кăтарту кĕпер хута кайиччен паром илсе каçнинчен виçĕ хут пысăкрах пулнă. Каçă Крыма кайса курас текенсен укçи-тенкине те витĕмлĕ перекетлеме май панă.
Хаçат тусĕсене Крым кĕперне хывнă çĕрте ĕçленĕ хастарсенчен пĕринпе — Игорь Васильевпа паллаштаратпăр. Вăл Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкар хулинчи «Мостоотряд-41» организацире вăй хурать. Çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ стройкине Игорь Геннадьевич 2015 çулта хутшăннă. Ытти строительсем пекех Крым кĕперĕ çинче вахта мелĕпе ĕçленĕ. Унччен маларах Адлерта тăрăшнă, Олимпиада умĕн кĕперçĕсем унти чылай каççа çĕнетнĕ, çĕннисем хывнă.
Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин Крым кĕперне тунă çĕрте пысăк хастарлăх кăтартнă строительсене медаль парса чысланă. Çак наградăсем Шупашкарти «Мостоотряд-41» организацие те çитнĕ. Вĕсенчен пĕрне Игорь Васильев та тивĕçнĕ. Саламлатпăр ентешĕмĕре.

Артемий МЯСНИКОВ
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code