Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Память > Вăрçă паттăрĕсемпе тыл ĕçченĕсене мухтав!

Вăрçă паттăрĕсемпе тыл ĕçченĕсене мухтав!

Пысăк та сумлă уява — Çĕнтерÿ кунне — кăçал 75-мĕш хут уявлăпăр. Уяв кунĕнче эпир Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр çапăçура тăшмана парăнтарнă вăрçă паттăрĕсемпе тыл ĕçченĕсене чыслатпăр, сума сăватпăр, асăнатпăр.

Çĕнтерÿ кунĕ пĕтĕм халăха хумхантарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене эпир нихăçан та манас çук. Ирĕклĕ пурнăçшăн çапăçнă совет салтакĕсене чыс та мухтав!
Çак синкерлĕ пулăм çĕршер пин çын шăпине хуçса-амантса хăварнă. Нихçан тÿрленми чĕрĕ суран кашни килтех юлнă. Вăрçă ахрăмĕ пирĕн çемьене те айккипе пăрăнса иртмен…
Манăн мучи Алексей Антонович Антонов 1941 çулта фронта тухса кайнă. Вăл Шуркасси салинче 1906 çулта çуралнă.
Сумккине салтак çăкăр-тăвар тата махорка чикнĕ. Кинемей ăна вăрçа ăсатнă май хурланса куççульпе макăрнă. Мучи кăкăр ачине ыталаса илнĕ, мăшăрне лăплантарма тăрăшнă: «Аркататпăр çапса тăшмана, тĕл пулатпăр кĕçех — кĕт мана»…
Вăтăр пилĕк çулти кĕрнеклĕ, вăй питти арçын Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, Тăван çĕршыва хăюллăн хÿтĕленĕ. Мучи Ленинград фронтне лекнĕ, çамрăк чухне службăра тăнă хулана тăшманран хÿтĕленĕ. Пĕр хаяр çапăçура вăл йывăр аманнă. Çапăçу хирĕнчен салтаксем ăна аран-аран илсе тухнă, госпитале вырнаçтарнă.
Тăшман Ленинград хулине çавăрса илес умĕн аманнă салтаксене Канашри госпитале эвакуациленĕ. Алексей Антонов тăван тăрăхра чылай вăхăт сипленнĕ. 1942 çул вĕçĕнче сусăр салтака тăван ялне янă. Ăна мăшăрĕ килне лашапа илсе таврăннă.
Вăрçă инваличĕ çемйине колхоз лашисене пăхма вăйĕ çитнĕ таран пулăшса пынă. Çĕвĕ ĕçне ăста пулнăскер ял çыннисене тăхăнмалли тум çĕлесе панă. Кил хушшинче кăштăртатнă, выльăх-чĕрлĕхе пуçтарнă.
Эпир мучин паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр. Вăл пирĕн çутă пуласлăхпа мирлĕ пурнăçшăн тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Унăн наградăсем те чылай. 1990 çулта вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Манăн кукка, Емельян Акакиевич Агаков, 1904 çулта çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шуркасси салинче çуралнă. 1916 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Тепĕр çултан унăн амăшĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Ачисем çемьере йышлă пулнă, вĕсене пăхакан кирлĕ пулнипе ашшĕ тепĕр хут авланнă. Емельян аппăшĕ хыççăн иккĕмĕш çуралнă, çавăнпа та кил-тĕрĕшри ĕçе унăн пурнăçлама тивнĕ. Малалла вĕренес ĕмĕт сĕврĕлнĕ. Амаçури амăшĕ Емельянпа пĕр чĕлхе тупайман, час-часах вăрçăннă. Пĕррехинче, ятлаçнă хыççăн, 14 çулти ачана кĕркунне килтен хăваласа кăларса янă.
Арçын ача хăй хуçнă çăпатине урине сырнă, хăй çĕленĕ çĕлĕкне тăхăннă та çиелти çÿхе тумпа çуран Канаш хули еннелле утнă. Унта çитсен пĕрремĕш пăравус çине ларнă та çула тухнă. Икĕ талăк иртнĕ. Çывăрса кайнă ачана контролерсем тупнă, çумĕнче билет пулманнипе пĕр станцире антарса хăварнă. Тулта çил-тăман алхаснă. Çĕрле ăçта каймалла-ха? 
Çамрăк хунар çути еннелле утнă. Шăнса кÿтнипе пĕр çурт алăкне пырса шакканă. Йытă вĕрнипе кил хуçи тухса пăхнă, Емельяна хĕрхенсе килне илсе кĕнĕ. Ăна апат çитернĕ, тумлантарнă. Вăл çав пуян патĕнче çулталăк ытларах тарçăра ĕçлесе пурăннă.
Кайран Новосибирск облаçĕнче автомобиль паркĕнче электриксен кур- сĕнчен вĕренсе тухнă, унтах ĕçлеме юлнă. 1926 çулта Кузнецкри çар комиссариачĕ ăна Хĕрлĕ çара илнĕ. Емельяна Новосибирскри стрелоксен 108-мĕш полкне янă. Тепĕр икĕ çултан салтак саппаса тухнă. Вăл Мускав облаçне таврăннă. Унта пĕр ача çуртĕнче электрик пулса ĕçленĕ. 1935 çулта çемье çавăрнă, тепĕр çул вĕсен хĕр çуралнă.
1941 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи çар комиссариачĕ Емельяна Новосибирск хулине куçарать, унта вăл стрелоксен полкĕнче службăра тăрать. Тепĕр çултан çак полк çапăçăва кĕрет. Салтаксем Ржев хулине хÿтĕлеççĕ, тăшман танкĕсене хула çывăхне пыртармаççĕ.
Калининпа Хĕвел анăç фрончĕсенче икĕ енчен те çухатусем пысăк пулнă. Çапăçу хирĕсенче пинĕ-пинĕпе салтак вилли выртнă. Кукка çакăн çинчен каласа пама юратмастчĕ…
1945 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Емельян Агаков Мускав облаçĕнчи Жуковск поселокне (халĕ хула) таврăннă. Ăна юратнă мăшăрĕ Мария тата тăхăр çулти хĕрĕ Юля кĕтсе илнĕ. Вăл çулсерен çемйипе тăван ялне килсе çÿретчĕ. 1982 çулта, 79-ра кайсан, пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Манăн аннене, Ольга Агаковăна, 1940 çулта Анат Тагила ФЗОна ĕçлеме тытса янă. Вăл ун чухне 15-ре пулнă. Хĕрачана ултă класран малалла вĕренме паман, тавар турттаракан вакуна ытти чăваш ачисемпе пĕрле лартнă та Челябинск облаçне илсе кайнă.
Вырăна çитсессĕнех общежитие вырнаçтарнă. Темиçе эрне вĕреннĕ хыççăн çамрăксем заводра ĕçе кÿлĕн- нĕ. Вĕсем вĕрие тÿсекен япаласем туса кăларакан цехра тăрăшнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хĕрсене урăх цеха куçарнă, вĕсем арçынсемпе тан фронт валли çар хатĕрĕсем ăсталанă. Çамрăксем 14 çул 12-шер сехет ĕçленĕ, талăкра 400 грамм çăкăрпа пурăннă. Çăкăра ятарлă карточкăпа панă.
1954 çулта анне тăван тăрăха таврăннă. Вăхăтлăха кăна тесе хăйĕнпе пĕрле докуменчĕсене те илсе килмен. Амăшĕ чирлĕ выртнă, ашшĕ вăл вăхăт тĕлне пурнăçран уйрăлса кайнă пулнă. Анне кукамая пăхма юлать. Çав çул кукамай çĕре кĕрет. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл тăлăха юлать. Аннен йăмăкĕ Праски ялти ытти хĕрсемпе пĕрле вербовкăпа Челябинск хулине ĕçлеме тухса каять. Анне тĕп килте юлать. Вăл колхоза ĕçе вырнаçать, фермăра ĕне сума тытăнать. Пушă вăхăт тупăнсассăнах çăпата хуçма ларатчĕ, çак ĕçе вăл мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. Шăтăклă чентер çыхатчĕ, кантăк каррисем тăватчĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усратчĕ.
Анне «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче заводра ĕçленĕшĕн ăна икĕ медальпе наградăланă, Тав хучĕсем парса чысланă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче анне пĕччен çĕнĕ пÿрт çĕклеме пултарнă, ăна пиччĕшĕ Емельян укçан кăштах пулăшса пынă. Тăхăнмалли япаласем час-часах ярса панă.
Çамрăклах сывлăхне хавшатнăскер анне виçĕ мăнукĕпе нумай вăхăт савăнса пурăнаймарĕ. Йывăр чир унăн пурнăçне 74 çулта чухне татрĕ.
Манăн мăн акка, Елена Агакова, 1921 çулта Шуркассинче çуралнă. Вăл 1939 çулта чăваш хĕрĕсемпе Ленинград хулине вербовкăпа ĕçлеме тухса кайнă. Ун чухне пурнăç çăмăл пулман, выçлăх хуçаланнă, вилĕм кашни килех кантăкран шакканă тесен те йăнăш пулмĕ.
Вăрçă пуçлансан Ленинград хулинче çирĕм çулти хĕр хыпарсăр çухалнă. Блокада унăн пурнăçне татнă. Анне каласа панă тăрăх, вăрçăччен маларах вăл колхозра ĕçленĕ, лаша кÿлсе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Ут утланса арçын ачасемпе тан ĕçленĕ.
Аннен шăллĕне, Петр Агакова, 1943 çулта Челябинск хулине ФЗОна тытса янă. Унти пĕр заводра 15-ри ача аслисемпе тан хурçă шăратнă. Сменăра 12-шер сехет ура çинче тăма тивнĕ. Вăл ахаль рабочирен мастера çитнĕ. Заводранах тивĕçлĕ канăва тухнă, патшалăх наградисене илме тивĕçнĕ.
Вăрçă пуçлансан 17 çулти каччă хăй ирĕкĕпе фронта кайма ыйтнă, анчах та хурçă шăратакансем заводра çитсе пыман. Çак сăлтава пула унăн ыйтăвне тивĕçтермен. Аслă Çĕнтерĕ-ве тыл ĕçченĕсем хăйсен хастар ĕçĕпе çывхартма пулăшнă.
Вăрçă чарăнсан Петр Акакиевич Челябинск хулинчех юлнă. Унта çемье çавăрнă. Икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсем ашшĕ-пе амăшне мăнуксем парнеленĕ.
1993 çулта Петр Агаков сывлăхĕ хавшанипе çĕре кĕчĕ, ун чухне вăл 65 çултаччĕ.
Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ çынсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр уй-хирте, заводсенче вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çакăншăн вĕсене çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Николай АГАКОВ
Шуркасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *