Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çил юххипе авăнса ÿстĕр тырă кашласа

Çил юххипе авăнса ÿстĕр тырă кашласа

Хальхи вăхăт тĕлне çур акине районта 70 ытла процент пурнăçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕçе вĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 8471 гектар çинче акнă (планăн 71 проценчĕ), вăл шутран тулă — 2771 га, урпа — 4210 га, сĕлĕ — 11 20 га, пăрçа йышши культурăсем 370 га йышăннă. Техника культурисен уйĕ 901 гектарпа танлашнă. «Пионер» агрофирмăра çу кăшманне 31 гектар çинче акса хăварнă.
Районта пĕрчĕллĕ культурăсене «Пионер» агрофирма (296 га), «Путь Ленина» ЯХПК (300 га), «АСК «Канаш» пĕрлĕх (390 га) чи малтан акса пĕтернĕ. Петров, Лукиянов, Васильев, Захаров фермерсем те ку енĕпе тухăçлă ĕçленине палăртмалла. «Канмаш», Киров ячĕллĕ, «Агат» хуçалăхсенче ака ĕçĕ кал-кал пырать.
Çурхи ĕçсене вăхăтра тата тухăçлă туса ирттерме районта ĕç витĕмĕпе 447,5 тонна минераллă удобрени кирлĕ. Хальхи вăхăт тĕлне ăна виçе калăпăшĕпе 1632 тонна кÿрсе килнĕ. Çакă ĕç витĕмĕ шайĕпе кирлин 143 проценчĕпе танлашать.
«АСК «Канаш» пĕрлĕх çĕр улми валли çĕр хатĕрлессипе тимлет. Асăннă хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» 50 гектар çинче лартма палăртаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне çĕр улми вăрлăхне яровизацине хунă.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата унăн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов «КанашАгро» тулли мар яваплă пĕрлĕхре пулнă. Асăннă хуçалăхăн механизаторĕсем Кăшнаруй ял тăрăхĕнче ĕçлеççĕ, Тури Сурăм ялĕ çывăхĕнчи уйра тулă акаççĕ. Çурхисене вĕсем 1500 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *