Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Новости > Патшалăхăн тĕп документне улшăнусем кĕртни вăхăт ыйтнипе пулса пырать

Патшалăхăн тĕп документне улшăнусем кĕртни вăхăт ыйтнипе пулса пырать

Святослав СМЕЛОВ, суйлавçă:
— Конституцие улшăнусем кĕртессипе сасăлава ултă куна тăсса килте сасăлама май туса пани пирĕншĕн, ватăсемшĕн, çав тери меллĕ те усăллă. Çакăн пек сасăлава йĕркелени пирĕн сывлăха упраса хăварма, вăхăта перекетлеме пулăшать, ытлашши хускану тăвассинчен сыхлать. Хамăрăн президентăн Владимир Путинăн сĕнĕвĕсене, çĕнĕлĕхĕсене кăмăлласа йышăнатăп. Патшалăхăн тĕп документне улшăнусем кĕртни вăхăт ыйтнипе пулса пырать, паянхи куна кирлĕ пулăм тесе шутлатăп. Пурне те сасăлава хутшăнса хăйĕн кăмăлне пĕлтерме сĕнетĕп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code