Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хăтлă çурт-йĕр, таса картиш, телейлĕ халĕ ман кил-йыш!

Хăтлă çурт-йĕр, таса картиш, телейлĕ халĕ ман кил-йыш!

Федераци шайĕнчи «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре «Çурт-йĕр», «Чăваш Республикинчи пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне чакарасси» тата «Хăтлăхлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
«Çурт-йĕр» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсем хăпартаççĕ. Унпа килĕшÿллĕнех çурт-йĕр тума палăртнă ял-хула çывăхĕнчи лаптăксене аталантараççĕ, федераци бюджетĕнчен субсидисене явăçтарса йăла объекчĕсем çĕклеççĕ, çул-йĕр инфратытăмне хываççĕ. «Хăтлăхлă хула хутлăхĕ» проект картишсемпе общество вырăнĕсене йĕркене кĕртме май парать. Вĕсен тĕллевĕ — çынсем пурăнакан вырăнсене хăтлăх кÿресси тата çакăн пек илемлĕ тата куçа тыткăнлакан вырăнсен шутне çултан-çул ÿстерсе пырасси.
Асăннă регион проекчĕ пурнăçа кĕрсен Чăваш Енри хула хутлăхĕн пахалăх индексĕ вăтамран 30 процент чухлĕ лайăхланмалла, 138 общество вырăнĕ тата 90 картиш йĕркене кĕмелле, 7 хулан илĕртÿлĕхĕ ÿсмелле, муниципаллă пĕрлешÿсенче пурăнакан, çивĕч ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакан çынсен шучĕ 30 процента çитмелле.
2020 çулта Чăваш Енри общество вырăнĕсемпе картишсене йĕркене кĕртме 356,5 млн тенкĕ пăхса хăварнă, вăл шутран 352,9 млн тенкине федераци бюджетĕнчен, 3,6 млн тенкине республикăн пĕтĕмĕшле (консолидациленĕ)  хыснинчен уйăрĕç. Çак укçа-тенкĕпе регион проекчĕн паспорчĕпе килĕшÿллĕн 24-ран кая мар общество вырăнĕсене йĕркене кĕртĕç.
«Чăваш Республикинчи пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне чакарасси» регион проекчĕн тĕп тĕллевĕ — çынсене юхăннă çурт-йĕртен хăтлă тăваткал метрсене куçарасси. Çак проектпа килĕшÿллĕн пурăнма юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ 28 çуртри (300 пÿлĕм)  771 çынна куçарма палăртаççĕ.
2024 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне (асăннă тапхăрта наци проекчĕсем шăпах пурнăçа кĕреççĕ) çак тĕллевсем патне çитмелле:
— вăтам тупăшлă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, çавна май ипотека ставкин виçи 8 процентран пĕчĕкрех пулмалла;
— çулсерен хута яракан çурт-йĕр калăпăшĕ 120 млн тăваткал метртан кая пулмалла мар;
— хула хутлăхĕсен хăтлăхне 30 процент чухлĕ ÿстермелле, пурнăç тĕлĕшĕнчен япăх витĕм кÿрекен хуласен йышне икĕ хут чакармалла;
— пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне витĕмлĕ чакарса пымалла;
— çурт-йĕр хăпартас ĕçе укçа-тенкĕ хывас механизма çĕнĕлле пăхса тухмалла;
— çурт-йĕр пахалăхне ÿстермелле, строительствăра çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕртмелле;
— çурт-йĕр хăпартнă чухне таврари çут çанталăк илемне сыхласа хăвармалла, стройка хыççăн симĕс сăн кĕртмелле;
— Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕÿллĕн çынсене юхăннă çуртсенчен хăтлă тăваткал метрсене куçарас механизма туса хумалла.
Район администрацийĕн общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» муниципаллă программăна пурнăçлама Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствипе килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿ-
ллĕн ĕçсене пурнăçа кĕртме 7897,9 пин тенкĕ уйăрса панă, çав шутран федераци бюджетĕнчен 7818,9 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 75,0 пин тенкĕ, вырăнти хыснаран 4,0 пин тенкĕ.
Кирек мĕнле программăна хутшăнас тесен те малтан проект хатĕрлемелле. «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăна кĕрсе Шăхасан салинче пĕлтĕр «Çĕнтерĕве 40 çул» урамри нумай хваттерлĕ çуртсен карти-
шĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме май килнĕ. Ку урамри 24, 6, 6А, 16, 25, 3, 5-мĕш çурт-сен территорийĕсене юсассипе çыхăннă проект экспертиза витĕр ăнăçлă тухнă. Смета хакĕ — 6550052,20 тенкĕ. Уçă торгире «Транспортник» ООО подрядлă организаци çĕнтернĕ. Унпа муниципаллă контракт çырнă. Предприяти июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне ĕçсене 100 проценчĕпех пурнăçланă пулнă.
Кăçал районта асăннă муниципалитет программине пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Строительство министерствипе ятарлă килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн хыснаран 7205,2 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çак укçапа районти икĕ общество вырăнне йĕркене кĕртме палăртнă. Шăхасан салинчи Çĕнтерÿ паркĕнче хĕрÿ ĕçсем пынă, унта строительствăн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Подрядчиксем çавăн пекех Сухайкасси ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи территорипе футбол уйĕнче те тăрăшнă. Наци проекчĕн регионти программипе пăхса хăварнă ĕçсене туллин пурнăçланă.

 

Павел СЕМЕНОВ,
Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— 2018 çулхи чÿк уйăхĕнче пирĕн çĕршывра коммуналлă хытă каяшсене тирпейлессин реформи пулса иртрĕ. Çак çĕнĕлĕх пирĕн ял тăрăхне те пырса тиврĕ. Кĕске вăхăтра çÿп-çап контейнерĕ- сене лартмашкăн ятарлă вырăнсем йĕркелерĕмĕр, вĕсене ăçта вырнаçтарассине малтан халăхпа сÿтсе яврăмăр. Халĕ Сухайкассинче çÿп-çапа пуçтарма 32 контейнер пур, çитес вăхăтра вĕсен шучĕ тата та хушăнĕ. Контейнерсем кунсеренех тулли, хăш-пĕр чухне çÿп-çап турттаракансем вĕсене пушатса ĕлкĕрейменни те пулать. Çакă вырăнта пурăнакансем çÿп-çапа çывăхри çырмана е вăрмана кайса пăрахманнине çирĕплетет.
Анчах та çут çанталăкри свалкăсем пур-пĕрех ÿссе лараççĕ. Çакна пирĕн ял тăрăхĕ хула çывăхĕн-че вырнаçнипе сăлтавламалла. Мĕн анчах килсе пăрахмаççĕ пуль «кÿршĕсем», строительствăран юлнă çÿп-çапран пуçлас кивĕ сĕтел-пукан таранах. Вĕсене эпир çулсерен тĕп тума тăрăшатпăр. Пĕлтĕр субботник йĕркелесе çакăн йышши икĕ свалкăна «хупрăмăр». Кăçал тата тепĕр пысăк çÿп-çап купи тупса палăртрăмăр, ăна хамăр вăйпа тасатса тирпейлеме хĕн, çавăнпа ятарлă фирмăпа килĕшÿ турăмăр.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *