Пятница, Октябрь 30, 2020
Главная > Новости > Районта кĕçех çĕнĕ вите хута кайĕ

Районта кĕçех çĕнĕ вите хута кайĕ

Утă уйăхĕ шăрăх кунсенчен пуçланчĕ. Çанталăк çакăн пек тăнăран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене утă типĕтсе кĕртме питĕ меллĕ.
Хальхи вăхăт тĕлне выльăх-чĕрлĕх усракансем нумай çул ÿсекен курăксене 4290 гектар çинче çулнă (планăн 94 проценчĕ), 4175 утă типĕтсе кĕртнĕ (94 процент), 8880 тонна сенаж янтăланă (57 процет).
Выльăх апачĕ хатĕрлессипе Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина» ял хуçалăх кооперативĕсенче, «Исток» тулли мар яваплă пĕрлĕхре тăрăшакансем тата Никонов, Протасов, Петров, Лукиянов, Степанов фермерсем уйрăмах хастар ĕçлесе пыраççĕ.
Улăх-çаранта утă типĕтсе кĕртнипе пĕрлех çĕр ĕçченĕсем çуркунне акса хăварнă культурăсене тимлĕх уйăрас ĕçе те айккинче хă- вармаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне вĕсем хими препарачĕсемпе усă курса 18250 гектар çĕре (100 процент) çум курăкран тасатнă. Çавăн пекех 4800 гектар çинче çитĕнекен ял хуçалăх культурине сиенлĕ хурт-кăпшанкăран им-çамланă. Çĕр улми йăранĕсене кăпкалатас ĕç те малалла пырать.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай ертÿçи Сергей Михайлов тата асăннă пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Сергей Васильев ĕççи хăвăртлăхĕпе вырăна тухса паллашрĕç. Çавăн пекех Аслă Мами ялне те кĕрсе тухрĕç, унта Иван Николаев фемер 100 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите тăвать. Ăна кăçал ĕçе кĕртме палăртать. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра 41 выльăх тытать, вĕсенчен 23-шĕ – ĕнесем.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code