Вторник, Декабрь 1, 2020
Главная > Публикации > Депутат районти ĕçсемпе паллашрĕ

Депутат районти ĕçсемпе паллашрĕ

Хучелти строительство объектĕнче, ялта 100 вырăнлă культура учрежденийĕ тума пуçланă, Чăваш Ен культура министрĕн çумĕ Елена Чернова пулни çинчен çырнăччĕ-ха эпир. Июлĕн 28-мĕшĕнче вара кунта ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов килчĕ. Хăнана район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Хучел ял тăрăхĕн ертÿçи Леонид Иванов, «Строитель» ООО директорĕ Владимир Фарбер кĕтсе илчĕç. Николай Владимирович строительство ĕçĕсем еплерех пынипе паллашнă хыççăн «Строитель» подрядлă предприяти ĕçченĕсене ăнăçлă ĕçлеме сунса Шăхасана çул тытрĕ.
Патшалăх Думин депутачĕ районти культура çуртĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртессипе ирттернĕ сасăлава сÿтсе яврĕ. Суйлав ĕçне уйрăмах лайăх йĕркеленĕ ял тăрăхĕсен ертÿçисене Дипломпа наградăларĕ.
Ĕçлĕ калаçу хыççăн Николай Малов Чакаç ял тăрăхĕнчи «Мăкăр кĕперĕ» истори палăкĕпе, «Хучель», «Цивиль» ял хуçалăх предприятийĕсенчи вырма ĕçĕпе паллашрĕ.

Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕксем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code