Мĕн ачаран ялта çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ çын хулана пурăнма тухса кайсан та çак кăткăс тата пархатарлă ĕçрен писме пултараймасть. Пĕр вĕçĕмсĕр хĕвĕшекен шавлă хула урамĕсемпе утса пынă чухне те шухăшĕпе вăл пур пĕр тăван ялта. Вĕçсĕр-хĕрсĕр уй-хир, шăнкăр-шăнкăр юхан шывсемпе тĕкĕр евĕр çутă кÿлĕсем, лăпкă çилпе кашлакан катари вăрман унăн асне килсе чун-чĕринче хăйне евĕрлĕ хумхану туйăмĕ çуратаççех. Çитĕнсе ялтан тухса кайнă кашни çыннăн шухăшне татăклăн уçăмлатса пама пултараймастăп пулин те хамăн шалти кăмăл- туйăма çапларах çирĕплетсе панă пулăттăм эпĕ!
Ялпа «сыв пуллашни» вун пилĕк çултан та иртрĕ. Апла пулин те унта çитсе килмесĕр пĕр кану кунĕ те иртмест. Эрне вĕçĕнче тĕрлĕ сăлтава пула хуларан тухма май килмесен вара чăнласах та темĕн çитмест пек. Ĕç кунĕсенче пĕр шелсĕр силлесе кăларнă шалти энергетикăна ял шăплăхĕпе
канлĕхĕнче çеç тултарма пулать пулĕ тетĕп.
Яманкасси ялĕнче шалти кăмăл-туйăм «батарейин» зарядне тивĕçлĕ шая çитерме пултаракан ятарлă вырăн та пур. Ăна пирĕн ĕçтеш Артемий Мясников йĕркеленĕ. Пулас утар никĕсĕ çинче вăл хăйĕн аллипе тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталаса вырнаçтарса пырать. Ун патне эпир экскурсие кайнă евĕр пырса çÿретпĕр. Çак хăйне евĕрлĕ хушма хуçалăха пуçарса яма мĕн хистенĕ-ха ăна;
— Хула пурнăçĕнчен кăштах канма, çĕнĕ ĕç эрни валли вăй-хăват пуçтарас тĕллевпе çакнашкал вырăн йĕркелес терĕм. Çак тĕллевпе хамăр ялти вăрман хĕрринчи çĕре куç хыврăм. Документаци ĕçне йĕркене кĕртсе çитерсессĕн ăна карта тытса çавăртăм. Унта халиччен хам пурнăçра тытса-туса курман шухăш-пуçарăва пурнăçа кĕртме тытăнтăм. Юлашки икĕ-виçĕ çулта хуралтăсем хăпартрăм, тĕрлĕ инсталляци калăпласа вырнаçтартăм. Халĕ вĕсем çынсене курса тĕлĕнмелĕх те пуçтарăнчĕç пулĕ. Кăсăкланакансем @tem_ka_m инстаграм страницăна уçса паллашма пултараççĕ.
— Малашлăх çул-йĕрне еплерех куратăн?
— Малашлăхра çак вырăнта агротуризм никĕсне аталантарассине пăхатăп. Çак тĕллевпе çĕр çинче тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтеретĕп, çывăх вăхăтра утар йĕркелесе яма палăртатăп. Çурт стени çинче тавра пĕлÿ музейĕ пур. Килсе курас шухăшлă çынсене чăваш халăх историйĕ çинчен каласа кăтартатăп, асатте-асанне усă курнă хатĕр-хĕтĕрпе паллаштаратăп. Хăнасене пахчари çĕр ĕçне явăçтарас шухăш та пур, шиксĕррисене хурт-хăмăр вăрттăнлăхĕсене практика меслечĕ çинче уçса пани те паха пуласса шанатăп.
— Хурт-хăмăрпа çине тăрсах ĕçлес туртăм пурри сисĕнет, хатĕр продукцие епле майпа вырнаçтарасшăн?
— Хушма хуçалăха малалла аталантарса пынă май пыл енĕпе ĕçлекен кооперативăн йышне кĕме палăртатăп. Утарти хатĕр продукцие çывăхри ялтах вырнаçтарма май пурри темрен те паха. Телее, кун пек кооператив Çĕнĕ Шелттем ялĕнче чăмăртаннă та ĕнтĕ, çитес вăхăтра унта пыл производстви енĕпе ĕçлекен завод хута яма палăртаççĕ. Вĕсен хăйсен бренд, эппин, эпир туса илнĕ продукци те чăваш пылĕпе пĕрле экспорта тухас шанăç пысăк.
Хальлĕхе çак шухăш ĕмĕт-тĕллев шайĕнче кăна. Ăна кунран-кун малалла аталантарса пырсан, ĕçтешĕм хăй ÿркенсе лармасан вăл пурнăçа кĕресси иккĕлентермест.