Телейлĕ анне, виçĕ ача амăшĕ Алина Васильева — Янкăлч хĕрĕ. Халĕ вăл Канаш хулинче ĕçлесе пурăнать. Аслă ывăлĕ Кирилл — 10 çулта, вăл шкулта 4-мĕш класра вĕренет. Вăталăххи Никита — 6 çулта, кĕçĕнни Инесса — иккĕре, вĕсем хальлĕхе ача садне çÿреççĕ. Алина Геннадьевнăна районти ытти амăшĕсемпе пĕрле Аннесен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çĕршыва юрăхлă сывă ачасем çитĕнтерме вăй-хăват тата телей сунатпăр.