Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ентеше юбилейпа саламлаççĕ

Ентеше юбилейпа саламлаççĕ

Запасри майор, строитель мастер, хастар тавра пĕлÿçĕ, тăван çĕрĕн патриочĕ Александр Стеклов 2021 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче 60 çул тултарать.

     Александр Иванович Стеклов Ямаш салинче нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1978 çулта Ямаш вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен каччă Симферопольти çарпа политикăн аслă çар строительство училищине çул тытнă, 1982 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă. 1998 çулччен офицер должноçĕсенче çар службинче тăнă. СССР Правительствин, Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тата командованин наградисемпе тавĕсене тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ.
     2001-2004 çулсенче Александр Иванович Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин хуçалăхпа эксплуатаци пайĕн начальникĕнче ĕçленĕ. 2001 çулта республикăн Вĕренÿ министерстви патшалăхăн пĕрлехи экзаменне эксперимент шайĕнче ирттермелли яваплăха хăй çине илнĕ. Патшалăхăн çак пĕлтерĕшлĕ задачине татса парас ĕçе хастар хутшăннă А. Стеклова РФ Вĕренÿ министерствин Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
     2004 çултанпа Александр Стеклов — «Интер-фейс» ООО пĕчĕк предприятин, 2009 çултанпа «Интер-С» ООО директорĕ. Вăл ертсе пынă предприятисем Шупашкарти, Пăрачкаври ача çурчĕсенче, Çĕрпÿри хăлха илтменнисен интернат шкулĕнче ăнăçлă ĕçленĕ. Вăл йĕркелесе пынипе тата асăрхаса тăнипе çак социаллă учрежденисенче юсав ĕçĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тунă. Ку организацисем каярахпа Чăваш республикинче тĕслĕх вырăнне пулса тăнă.
     А.И. Стеклов Чăваш Енри Куç курманнисемпе япăх кураканнисен обществине, ытти интернат шкулсене тăтăшах пулăшса тăрать. Унăн ырă ĕçĕсене регионти Вĕренÿ министерствин тав çырăвĕсемпе палăртнă.
     Александр Иванович тă-ван тăрăхăн историне хастар та тухăçлă тĕпчет. Истори çăл куçĕсене, çĕршыври архивсен тата Мускаври, Хусанти, Чă-ваш Енри библиотекăсен докуменчĕсене тĕпченĕ хыççăн «Ямаш мăрса — Мангуш кнеçĕн ывăлĕ» (2011), икĕ томпа «Сказание о чувашах» (2015, 2018) истори очеркĕсем кăларнă.
     «Ямаш мăрса — Мангуш кнеçĕн ывăлĕ» кĕнеке тăван Ямаш-Чарпуç ялĕн историне çутатса парать. Кĕнеке хăй евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать: автор ял çыннисен йăх-несĕл йывăçне Пĕрремĕш Павăл патшара ларнă вăхăтран пуçласа ÿкерсе панă.
     «Сказание о чувашах» кĕнекен 1-мĕш томне Шупашкар хулипе Шупашкар уесĕн, çак уеса кĕнĕ ялсен историне халалланă. Кĕнекен 2-мĕш томĕ 2018 çулта кун çути курнă. Кунта Çĕрпÿ тата Етĕрне хулисен авалхи историйĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Икĕ томне те çар пуçĕсен хушамачĕпе ятне, вĕсен чинĕсене, рангĕсене, çавăн пекех 1552 çултан пуçласа 1782 çулччен пирĕн авалхи несĕлсемпе пуç пулнă Шупашкар уесĕн-чи вайпутсен несĕл йывăçне кĕртнĕ. Икĕ томĕ те 1782 çулпа — Раççейре çар пуçĕсем пуç пулма чарăннă çулталăк- па вĕçленеççĕ.
     Обществăпа политика пурнăçĕнче те хастар пирĕн ентеш. 2015 çулта «Общественное признание – 2015» Шупашкар хула конкурсĕн «Эпĕ хула çинчен çыратăп тата ÿкеретĕп» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă.
     2016 çулта А.И. Стеклов меценат хăйĕн укçи-тенкипе тăван ялĕнче несĕлсене асăнса чул палăк лартнă.

Вячеслав ИЛЬИН,
запасри полковник

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *