Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Туслăх куллен пĕрлештерсе тăтăр

Туслăх куллен пĕрлештерсе тăтăр

Ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхĕ çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче калама çук пысăк вырăн йышăнать. Ытларикун Патăрьел тăрăхĕнче иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче тухса калаçакансенчен кашнийĕ çак шухăша сăмахпа кăна мар, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.

    «Ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхĕн Чăваш Енре çитĕнекен çамрăк ăрăва воспитани парассинчи вырăнĕ: опыт, проблема тата ăна татса памалли майсем» темăпа йĕркеленĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕ икĕ лапамра ĕçлерĕ: Ыхраçырминчи тата Тутар Сăкăтĕнчи культура çурчĕсенче. Пĕтĕмлетÿ пайĕ Шăнкăртамри культура çуртĕнче пулчĕ.
     Конференци ĕçне Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççейри мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн председателĕ, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн Муфтийĕ Альбир хазрат Крганов (вăл Шăнкăртамран), ЧР вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева, ытти нумай хăна хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç.
     Патăрьел районĕнче, пирĕн Канаш хулинче те, тутарсем йышлăн пурăнаççĕ. Икĕ халăх ĕмĕрсем хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать, пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлет, ăнланать, культурине хисеплет. Халăхăн сывă ăс-тăнĕ, уйрăмах çамрăксен, культурăпа тĕн хаклăхĕсене, халăх йăли-йĕркине хисеплени хăрушсăрлăхăн тĕп элеменчĕсем пулнине палăртрĕç тухса калаçакансем.
     Ачаран ăслă, ырă, ĕçчен çын туса çитĕнтерессинче, паллах, чи малти вырăнта çемье пулмалла. Ашшĕпе амăшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тăмалла.
     Çак кун республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕпе Хĕрарăмсен Союзĕ пĕр-пĕ-ринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан документа алă пусрĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code