Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Журналистсем соцсетьсенче те хастар

Журналистсем соцсетьсенче те хастар

Чăваш Республикин массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли черетлĕ семинар иртнĕ. Унта «Канаш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

     Паянхи кун социаллă сетьсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине шута илсе вĕсенче хаçат-журналăн ушкăнĕсене сарассипе ăсталăх класĕ-сем иртнĕ. Пирĕн республикăра Телеграм канал вăй илсех кайман-ха. Çавăнпа ку енĕпе ĕçлес пулсан хальлĕхе конкуренци те палăрсах каймасть.
     Юлашки вăхăтра анлă сарăлнă ТикТок платформăна чылайăшĕ ача-пăча валли тесе шухăшлать пулсан ку тĕрĕсех мар, унта ытларах 20-40 çулсенчи çамрăксем лараççĕ. Акă, пирĕн ĕçтеш, «Канаш ен» хаçатăн журналисчĕ Артемий Мясников ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртнă Информполитика министерствин семинар-канашлăвĕнче. Унăн ырăлăха, ĕçченлĕхе, тăван çут çанталăка хак- лама, илеме курма вĕрентекен кĕске сюжечĕсене 92 пин ытла çын пăхса тăрать. Чылайăшĕ — ют çĕршывран. Эппин, чăваш пурнăçĕпе вăл пĕтĕм тĕнчене паллаштарать. Хаçатăн тĕп редакторĕ Людмила Шурекова социаллă сетьсем пичет кăларăмне аталантарма мĕнле пулăшнине ăнлантарнă.
     Семинара аякран килнĕ ăстасем те сăмах илнĕ. Акă «7 k pictures, Studio 17 Agency» телекомпани хуçи, режиссерĕ Нил Слепухин социаллă сетьсемпе ĕçленĕ чухне мĕне тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Хусан федераци университечĕн журналистика кафедрин доценчĕ Роман Баканов вара аудиторие илĕртмелли мелсемпе паллаштарнă: «çĕнĕ журнализмăн» ăслайĕсем çинчен каланă. Практика ĕçĕ те ирттернĕ.
     Ушкăнсене тытса пынă чухне мĕнле йăнăшсем туни çинчен Чăваш Енĕн тĕп управленийĕн ĕçченĕ Алина Кириллова ăнлантарнă.
     Семинар усăллă иртрĕ. Йĕркелÿçĕсем çавнашкал занятисене малашне те ирттерме шантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *