Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Техтĕрĕслев пуçланчĕ

Техтĕрĕслев пуçланчĕ

Çулсерен çур акине пуçăниччен районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата çавăн пекех техника тытакан уйрăм çынсем хăйсен «хурçă учĕсене» техтĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Çак тĕллевпе Патшалăх технадзор инспекцийĕнче ятарлă график çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн хулапа районта çак ĕçе йĕркелесе пыракан Олег Микушин инспектор кашни ял тăрăхнех çитсе килĕ.

     Техтĕрĕслев кăçал «Пионер» агрофирмăра пуçланчĕ. Унта курса тĕлĕнмелли тата вĕренмелли чăнласах та нумай. Шелттемсем тĕш тырă туса илессине çулсерен ÿстерсе пынипе пĕрлех хурт-хăмăр отрасльне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Канаш тата Йĕпреç районĕсенче агрофирма 4 пин ытла гектар çĕрпе ĕçлет. Тухăçа вăхăтра акса хăварса çухатусăр пуçтарса кĕртес тĕллевпе предприяти ертÿçи Николай Николаев техника паркне çулсеренех çĕнĕ те хăватлă техникăпа пуянлатса пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса «АКРОСС-585» çĕнĕ комбайн, «РСМ-2400» çĕнĕ трактор тата ытти ял хуçалăх машини туяннă.
     Олег Анатольевич «Пионер» агрофирмăра техникăна типтерлĕ тытнине, ăна техтĕрĕслеве лайăх хатĕрлесе çитернине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *