Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ĕçре усă курман техникăна хĕллехи управа лартса пыраççĕ

Ĕçре усă курман техникăна хĕллехи управа лартса пыраççĕ

Çулсерен, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ял хуçалăх техникипе тепĕр çулччен усă курмаççĕ. Çак кану тапхăрĕ патне предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Трактор-комбайна çуса тасатса ятарлă лупаса е хăтлă ангара лартаççĕ. Тутăхма пултаракан агрегатсене ятарлă шĕвекпе сĕреççĕ, сăрлаççĕ, резина кустăрмасене çурăласран хупăрлаççĕ.

Вăрттăнлăх мар, ĕççи вăхăтĕн-че типтерлĕ тытнă, кайран шанчăклă управа лартнă техникăн ĕмĕрĕ чылай вăрăмрах. Çакă кĕске вăхăтра çĕнĕ агрегат е саппас пайĕ туянса хуçалăх кассинчи укçана тăкаклассинчен сыхлать. Перекетленнĕ укçа-тенкĕ вара механизаторсен ĕç условийĕсене лайăхлатма тата шалу виçи çине те ырă витĕм кÿме пултарĕ.

Хуçалăхсенче техникăна хĕллехи управа вырнаçтарас ĕç епле пулса пынине патшалăх шайĕнче те хаклаççĕ. Çак тĕллевпе конкурс йĕркелеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн Патшалăх технадзор инспекцийĕн инспекторĕсем кашни хуçалăхăн машинăпа трактор паркне çитсе килеççĕ, конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн хаклав балĕ параççĕ. Пур критерипе те пысăк балл пуçтарнă хуçалăха кайран парне парса хавхалантараççĕ.

Кăçал çак конкурс пирĕн республикăра юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен иртет. Кăтартуллă ĕçлесе пыракан хуçалăхсен ырă тĕслĕхне ыттисем патне илсе çитерес тĕллевпе смотр-конкурсăн яваплă членĕсем те тăтăшах вырăна тухса çÿ-реççĕ. Çак кунсенче пирĕн района Патшалăх технадзорĕн Чăваш Енри инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Михайлов ĕçлĕ çул çÿ- ревпе пулчĕ. Вĕсем технадзорăн районти инспекцийĕн пуçлăхĕпе Олег Микушинпа «Пионер» агрофирмăна тата Киров ячĕллĕ ЯХПКна çитсе килчĕç. Асăннă хуçалăхсем асăннă конкурсра çулсерен малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ĕçре урăх усă курман агрегатсене ял хуçалăх ĕçченĕсем управа лартма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ, ыттисен управлăхĕшĕн те пăшăрханма кирлĕ мар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *