Главная > Публикации > Ĕмĕр манăçми тĕлпулусем

Ĕмĕр манăçми тĕлпулусем

Пĕрремĕш çын космоса вĕçнĕренпе апрелĕн 12-мĕшĕнче 60 çул çитрĕ.

     Тĕнчери пĕрремĕш космонавт Юрий Алексеевич Гагарин вĕçев тунă вăхăтра тата пирĕн ентеш Андриян Григорьевич Николаев космоса парăнтарнă вăхăтра манăн атте Василий Петрович Пет-ров Мускавра çар службинче тăнă. Вăл Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ (паянхи кун та çавăнтах мăшăрĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать). Атте хăйне çав тери телейлĕ тесе шутлать, мĕншĕн тесен вăл пирĕн паллă чăваш космонавчĕ Андриян Николаев служба ирттернĕ çĕрте, Смоленск хулинче пулнă. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă Юрий Алексеевич Гагарина мăшă- рĕпе тата Никита Хрущева курасса ĕмĕтленме те пултарайман.
     Çав кун Мускавра йĕпе-сапа çанталăк тăнă. Аттене тата унпа пĕрле службăра тăракансене ирхи апат хыççăн стрельбищĕне илсе кайнă. Кăнтăрла казармăна таврăннă. Ку кун Гагарин вĕçев тунă пирки пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Пуриншĕн те çакă çав тери пысăк савăнăç пулнă. Телевизорпа Гагарин сăнне тăтăшах кăтартнă.
     Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче каç енне плац çине утма кăларнă. Тумтирĕсене тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Салтаксене ытти кунсенчи пек мар, ытларах хатĕрлентернĕ. Тепĕр кун ирпе тăватă сехетре тăратнă, «Сокольники» метрона çуранах уттарнă. Вĕсем хăйсем тăмалли вырăна çитнĕ. Кунта милици ĕçченĕсемпе дружинниксем нумай пулнă. Атте ытти салтаксемпе пĕрле Хĕрлĕ лапама хăпаракан çула уçса тăнă. «Халăх çав тери нумайччĕ, Мускавра пурăнакансем пĕр çын юлмиччен Юрий Гагарина кĕтме тухнă пек туйăнчĕ, — аса илет атте. — Юрий Алексеевич мăшăрĕпе машинăпа иртсе кайни, халăх çав тери ăшшăн кĕтсе илни халĕ те куç умĕнчен каймасть. Мускав анчах мар, пĕтĕм Совет Союзĕн халăхĕ кĕтсе илме тухнă тейĕн. Паянхи кун та мана тĕлĕнтерет Юрий Алексеевича ытти патшалăхра та ăшшăн кĕтсе илни. Ăшă та йăваш кулли е тĕнче уçлăхне вĕçме пултарни хăватлантарнă-ши халăх чунне;» Вăл кун площадьрен халăх час саланман, салтаксем казармăна каçхи вунă сехетре кăна çитнĕ.
     Çăва тухсан Герман Титова кĕтсе илнĕ çĕре те илсе кайнă манăн аттене. Титова та, иккĕмĕш космонавта питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кĕр енне вĕренÿ вăхăчĕ вĕçленсе пынă. Салтаксене хăйсен вырăнĕсене каялла ăсатнă. Атте те хамăр ял ачипе Павел Егоровпа каялла Смоленск хулине тавраннă. Ку хула темиçе вăрçă асапне тÿссе ирттернине те атте асра тытать. Çак хулара икĕ çул службăра пулнине хăйĕн пурнăçĕнчи чи телейлĕ самантсенчен пĕри тесе шутлать.
     Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, виççĕмĕш летчик-космонавт Андриян Николаев Смоленск хулинче пилĕк çул службăра тăнă. Космосран вĕçсе таврăнсан кăшт канса илнĕ хыççăн пĕрремĕш çул çÿревне Смоленскран пуçланă вăл. Ку вăхăтра манăн аттен хĕсмет вăхăчĕ шăпах Смоленск хулинче иртнĕ. Атте вăл вăхăтра сержант званине илнĕ, взвод командирĕн заместителĕ пулнă, ăна отделени шанса панă. Андриян Николаев Смоленск хулинче чăвашсемпе курнăçма тĕлпулу йĕркеленĕ. Аттене пирĕн паллă ентешпе куçа-куçăн курса калаçма тÿр килнĕ. Вĕсем пĕр чĕлхе хăвăрт тупнă, пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк тунă.
     1976 çулхи пуш уйăхĕнче виççĕмĕш космонавт Вăрнар тăрăхĕнчи паллă «Янгорчино» колхозра тĕлпулу ирттерет. Ку тĕлпулăва атте аннене те илсе каять. Кунта атте малти ретре космонавтпа çумăн тăрса асăнмалăх сăн ÿкерттерет. Ку вăхăтра атте тăван ялта бригадир пулса ĕçленĕ.
     Андриян Григорьевича халалласа атте аслă ывăлне, ман пиччене, Андрей ят панă. Эпĕ вара манăн аттен çĕр çинчи пĕрремĕш космонавтсене курма тÿр килнишĕн чĕререн савăнатăп.
     Атте Андриян Григорьевича яланах ăшшăн аса илет. Василий Петрович Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçачĕпе тачă çыхăну тытать. Кунта вăл Гагарина курнине, Николаевпа курса калаçнине те хăйĕн статйисенче çырса кăтартать.
     Çак сăн ÿкерчĕкре Канаш районĕн каччисем пур. Паянхи кун пурăнаççĕ-ши вĕсем? Сăн ÿкерчĕке курсан хăйсене палласа илессе, хурав парасса кĕтет атте. Шел пулин те, вĕсем хăш ялсем пулнине астуса юлман. Тен, тăва- нĕсем курса палласа илĕç. Хурав парасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Василий Петровăн хĕрĕ
Людмила ФИЛИППОВА,
Шуркасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code