Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ака ĕçĕсене планран ирттерсе вĕçленĕ

Ака ĕçĕсене планран ирттерсе вĕçленĕ

Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленчĕç. Оперативлă кăтартусем тăрăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 14442 гектар çинче акса хăварнă (планăн 100,6 проценчĕ).

 

   Вăл шутран çурхи тулă уйĕсем — 6500 гектар, урпа — 6712 гектар, сĕлĕ — 850 гектар, пăрçа йышши культурăсем — 250 гектар, хура тул 129 гектар йышăнаççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене 1920 гектар, техника культурисене 2300 гектар акнă, вăл шутран рапс — 400 гектар, фацели — 60 гектар, горчица -1340 гектар, хĕвел çаврăнăш — 500 гектар.
     Халĕ акса хăварнă культурăсене сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран тата çум курăкран сыхласси тĕп вырăна тухса тăрать. Ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк нÿрĕ тата ăшă тăнăран калчасем çинче пыйтă таврашĕ палăрать. Хуçалăхсем уйсене им-çамлама пуçланă, ку ĕç малалла пырать.
     Ÿкерчĕксенче Сиккассинчи Шпаков фермер хуçалă- хĕнче купăста лартнине курма пулать. Олег Васильевич палăртнă тăрăх, вĕсем «Крюмон» каярах пулакан сортпа ĕçлеççĕ. Калчасене ятарлă агрегат лартса пырать, çынсем унăн ĕçне йĕркелесе кăна пыраççĕ. Сăмах май, Тик Токра сиккассисем купăста лартнине хальхи вăхăт тĕлне 200 пин ытла çын курса тĕлĕнме пултарнă, çак цифра кунсерен ÿссех пырать. Ятарлă QR-код çине телефона илсе пырсан эсир те видеопа паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *