Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Иртни асра юлтăр, пуласси ăсра пултăр

Иртни асра юлтăр, пуласси ăсра пултăр

Иртнĕ çул Раççейре Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ пулчĕ. Кăçалхи çула вара Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă. Пĕр сăмахпа, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ çынсене сума сумалли çинчен аса илтерекен çулталăксем.

Эпĕ те атте-анне, кукаçипе асатте, мăшăрăм енчен вăрçăра çапăçнă тăванăмсене аса илтĕм: 24-ăн пулнă, вĕсен хушшинче пĕр хĕрарăм — аннен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ — Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ Фекла Павловна Евграфова. Пиллĕкĕн яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă, иккĕшĕ йывăр аманса таврăнса эрне хушшинче çут тĕнчепе сывпуллашнă.
     Вăрçă хыççăнхи çуркунне пекех çĕмĕртсемпе чиесем, сиреньсем 76-мĕш хут чечеке ларса, ырă шăршине сарса пурнăçран хакли нимĕн те çуккине палăртрĕç. вăхăтсăр пуç хунă мăшăрĕсене кĕтекен арăмсем те шутлă кăна юлчĕç, ывăлĕсене вăрçă хирĕнчен киле таврăнасса шанса ирĕн-каçăн йăлăнса кĕлĕ тăвакан амăшĕсем те çук ĕнтĕ. Вăрçă хирĕнчен савнийĕсене кĕтсе илеймесĕр хĕрарăма çут çанталăк парнеленĕ тивĕçне пурнăçлас тесе юратман çынна качча тухса ĕмĕрне ирттернĕ хĕрсем те юлман ĕнтĕ. Çемье альбомĕнчи тата стена çинчи сăн ÿкерчĕксем кăна вĕсем те çак пурнăçра пулнине палăртса халĕ пурăнакансем çине тĕмсĕлсе пăхса астăвăма çивĕчлетеççĕ. Эпĕ те мĕн пĕлни-илтнине, астунине пĕр çĕре пухма тăрăшатăп. Манăн астăвăм — маншăн хаклă пуянлăх, паха тупра. Çакна паян эпĕ тумасан тата кам тăвĕ;
     Ĕлĕкхи вăхăтра ялти ватăсене хисеплесе мучи, тете, пăянам, пичче-кукка тенĕ, ытларах чухне ашшĕ ячĕпе сумланă. Асаттене, Çĕнĕ Чалкассинче пурăннăскере, Константин Данилович тенĕ. Аслисем каланă тăрăх, питĕ ĕçчен йăхран пулнă. Колхозсем йĕркеленĕ вăхăтра унăн хăй аллипе тунă хуралтă, вĕлле таврашне пĕтĕмпех илсе тухнă. Хуйхăпа сывлăхĕ хавшанăран вăрçăчченех çĕре кĕнĕ. вăрçă инкекне асанне, Сител ялĕнче çуралса ÿснĕ Иустинья Григорьевна тÿснĕ: икĕ ывăлне фронта ăсатнăскер начарланса çитнĕ, вăл та Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен.
     Атте, хут çинче Александр Константинович Константинов (ялта Сантăр), вăрçă умĕн налук тÿлесе саплаштармалăх укçа тăвас тесе Мускава тухса кайнă та Октябрьски поселокĕнче ĕçлеме пуçланă. 1941 çулхи апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче салтака кайма ят тухнă. Мускав облаçĕнчи Люберцы районне кĕрекен Октябрьски çар комиссариатĕнче сывлăхне тĕрĕсленĕ, пĕлĕвне пысăклатнă, çапла вара вăрçăчченех салтак аттине тăхăнма юрăхлă пулнă. Танксене юсаса çапăçăва хатĕрлекен 152-мĕш уйрăм батальон салтакĕ пулса тăнă. Çине тăрса вырăс чĕлхине вĕреннĕ. Майăн 6-мĕшĕнче присяга тытнă чухне йăмăкĕ Ксения ялтан пынă, амăшĕн сывлăхĕ япăхланнине, вăл ывăлне курасшăн пулнине пĕлтернĕ. Ывăлĕ асанне патне çитеймен: вăрçă пуçланнă. НКВД ĕçченĕсем аттен 2-мĕш сыпăкри тăванĕсем мĕншĕн Смирнов пулнипе кăсăкланнă, аттене те çав хушамата сĕннĕ, вăл хирĕçлемен: Смирнов Александр Константинович тăшмана хирĕç механик танкист пулса çапăçнă. Икĕ хутчен аманнă, сывалсан каллех çапăçăва кĕнĕ. пысăк çухатусем хыççăн танксене çĕрĕ-çĕрĕпе юсаса çапăçăва хатĕрленĕ. 1-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче Варшавăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапуçăсене хутшăннă. Çĕнтерĕве Польшăра кĕтсе илнĕ. Нумай орден-медале тивĕçнĕ.
     1947 çулхи майăн 5-мĕшĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăннă. Ялта çулталăк пурăнсан çар комиссариачĕ чĕнсе илнĕ те Свердловск облаçне ăсатнă: 1948 çултан пуçласа 1953 çулччен КГБ органĕсенче службăра тăнă. Йывăр чире пула 1995 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Унăн пиччĕшне, Петр Константиновича, вăрçа часах илмен, броньпе хăварнă, çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче «вилнĕ», «хыпарсăр çухăлнă» текен «хура хутсем» çине-çинех килме тытăнсан Ялампи (çапла чĕннĕ ялта) текех чăтайман, хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Вăрмарта стрелоксен полкне хатĕрлесе вăрçа ăсатнă. Вĕсен йышĕнче Петĕр пичче те пулнă. Вăл пехотăра çапăçнă. Малтанах çырусем килкеленĕ. Мăшăрĕнчен Матрÿнерен ывăлĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме ыйтнă, çулталăк тултаракан ывăлĕ Георгий пепки мĕнле сăмахсем калама пуçланине пĕлесшĕн пулнă. Ывăлĕсем ÿссе çын пулнине курма пÿрмен ăна. 1944 çулта çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Вăтăрти çамрăк арçынна Польшăри Малополье ялĕнче пытарнă.
     Аттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Иван Кузьмич Смирнов Хĕрлĕ Çара лекиччен избач пулнă. 1928 çулта ăна ял Совет секретарьне суйланă. Хĕрлĕ армеец пулса тăрсан хутла лайăх пĕлекенскере почеркĕ хитре те тĕрĕс пулнăран Ленинград хулин Фрунзе районĕнчи çар комиссариатĕнче писарь пулма уйăрса лартнă, каярахпа çар комиссарĕн пулăшуçи те, çумĕ те пулма тивнĕ. Вăл вăхăтра хирĕçлесси пулман. Хушнă, вĕрентнĕ — пурнăçланă. Вырăсла лайăх калаçаканскер Ленинград хĕрĕпе Екатерина Андреевна Песцовăпа паллашса çемье çавăрнă, икĕ хĕрпе ывăл ÿснĕ çемьере.
     Иван Кузьмичшăн вăрçă маларах пуçланнă: финсене хирĕç пулеметчик пулса çапăçнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçине ПТР взвочĕн командирĕн должноçĕнче кĕтсе илнĕ. Хуларан офицерсен çемйисене эвакуациленĕ чух пĕтĕм çемйи бомбежка айне пулса пĕтнĕ. Темиçе хутчен аманнă. Карели фронтĕн-че чухнех сывлăхне чылай хавшатнă, хушăран-хушă пач сывлайми пулса ларнă. Медкомисси çара юрăхсăр тесе палăртсан та киле таврăнма килĕшмен: çемьешĕн тавăрас кăмăлĕ пысăк пулнă. Вăрçа Инçет хĕвел тухăçĕнче вĕçленĕ. Яппунсене хирĕç çапăçнă чухне аманса Ольгински медсанбата лекнĕ. Медсанбат çуннă чухне пĕтĕм документ çунса кĕлленнĕ. Кая юлса килнĕ çырусем ăна канăç паман: ашшĕ вилни, тăванĕ хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ унта.
     Вăрçă хыççăн шав çыру çыратчĕ. Ăçта кăна çырман-тăр? Чунĕ туйнă пулинех: 1950 çулта пĕр ача çуртĕн-че ывăлне шыраса тупса яла илсе килнĕ. Ывăлĕ çитĕн-сен вĕрентекен пулса тăнă. «Вăрçă ачисене» нимĕç тата вырăс чĕлхисене вĕрентнĕ.
     Икĕ пĕр тăван иванпа Василий вăрçă хыççăнхи юхăннă хуçалăха ура çине тăратма хутшăннă. Иккĕшĕ те 1975 çулта куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.
     Аннен, Смирнова Пелагея Яковлевнăн, пиччĕшĕсем те инкекре çĕршыва хÿтĕленĕ. Асли, 1918 çулта çуралнăскер, Александр Яковлевич Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче математика вĕрентнĕ. Ăна астăвакансем те тăхăр теçетке урлă каçрĕç. 1939 çулта унăн салтака кайма ят тухнă. Смоленск тăрăхĕнче хĕсметре тăнă. Мал ĕмĕтлĕ çырусем чăваш ялне амăшĕ патне вĕçнĕ. Ашшĕ, Яков Григорьевич, самана лăпкă маррине пĕлнĕ, чирлĕ-рех арăмне Аннана ним те систермен. Кĕç-вĕç киле таврăнса ашшĕ-амăшне савăнтарас чухне Саня салтак вăрçăн малтанхи кунĕсенчех алла пăшал тытса çапăçăва кĕнĕ. Кĕçех яла Александр Яковлевичăн «вилнĕ хучĕ» çитнĕ. Ашшĕ те, амăшĕ те ку хыпара ĕненмен. Çавăн пек ăслă та кĕрнеклĕ ывăл мĕнле вилме пултартăр? Ывăлĕнчен тепĕр çыру çитнĕ, çырăвĕ икĕ уйăха яхăн çухалса çÿренĕ пулнă. Амăшĕн чĕри кĕтме пăрахман: çав çыру шанчăка çирĕплетнĕ, кукаçипе кукамай ывăлĕн чернил кĕленчипе ручкине мана парнеленĕччĕ. Эпĕ те вĕрентекен пулнине кукаçи кураймарĕ. Александр Яковлев аслă сержант Сталинград патĕнче хыпарсăр çухалнă. Кукамай мĕн виличчен кĕтме пăрахмарĕ. Алăк сасси пулсанах: «Тем, Саня, эсĕ çитмерĕн-и?» — тесе пуçне сасă пулнă енне çавăратчĕ.
     Унăн тепĕр ывăлĕ Петĕр, ялти пуçламăш шкулăн икĕ класне пĕтернĕскер, Минск хулинче погранотрядра хĕсметре тăнă, пулеметчик пулма хатĕрленĕ ăна. 1939 çулта салтакран таврăннă. Кĕтмен хаяр вăрçă пуçланнă. Шăхасан районĕн çар комиссариачĕ мобилизаци йĕркипе 1942 çулхи пуш уйăхĕнче Петр Яковлевича вăрçа ăсатнă. Вăл стрелоксен 180-мĕш полкĕнче çапăçнă, кайран тупăпа артиллерин 382-мĕш уйрăм батальонне куçарнă. Çĕнтерÿ кунне 282-мĕш полкра кĕтсе илнĕ. салтакăн хăюлăхĕпе паттăрлăхне тĕрлĕ медальпе хакланă.
     Петĕр кукка Мускавран Берлина çитнĕ. 1945 çулхи февраль уйăхĕнче Глогау (Германи) патĕнче питĕ хаяр çапăçусем пынă. П. Яковлев ефрейтор лашапа боеприпассем турттарнă. Çав вăхăтра мина шартлатса çурăлнипе пĕр вăхăтлăха курми-илтми пулса тăнă. Кăшт сывлăш çавăрса ярсан тиевлĕ лава кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитерме пултарнă. Çакăншăн ăна «За отвагу» медальпе чысланă.
     Фронтран таврăнсан колхозра вăй хунă. Вăрçă унăн кăмăлне пăсман. Ырă, ĕçчен çын халăхра хисепре пулнă.
     Унăн шăллĕ Николай Яковлевич 1926 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне Канашра педтехникумра 3-мĕш курсра вĕреннĕ, курсĕпех вăрçа кайнă. Вăрçă чарăнсан çав полкрах хĕсметре тăнă, çавăнтах ĕçлеме пуçласа ĕмĕрне Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче ирттернĕ. Çемье çавăрнă, ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Унăн çар ĕçне мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.
     Хуняман пиччĕшĕ Георгий Ананьевич Орлов вăрçăччен салтакра пулнă. Малтанхи кунсенчех çапăçăва кĕнĕ 1942 çулта Воронеж патĕнче вилнине калатчĕ хуняма. Асăнмалăх пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕк юлнă унран.
Тăванăмсем çĕршыв пысăк инкекре чухне айккине пăрăнса юлманшăн, Çĕнтерĕ-ве çывхартнăшăн эпĕ чăннипех мухтанатăп. Фронтра та, тылра та эпĕ çакă çутă тĕнчене килтĕр тесе тăрăшнă атте-аннем, тăванăмăрсем умĕнче çĕре çити пуç тайнă пулăттăм. Вĕсене манса кайма ирĕк çук. Пирĕн йăха малалла тăсакан çамрăксем аслă ăрури тăвансенчен пĕрре те кая пулмĕç тесе шанатăп. Паян кун кĕçĕн мăнук Женя салтакра. Йăмăкăн ывăлĕ Валерий Белянин майор Çĕпĕрти çар чаçĕнче çĕршыва сыхлать.
     Иртни асра юлтăр, пуласси ăсра пултăр. Иртнипе пуласси хушшинчи çыхăну çирĕп кĕпер пулса тăтăр.

Людмила ОРЛОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *