Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Пыл курăкĕсем акни витĕмлĕ пулăшу кÿрет

Пыл курăкĕсем акни витĕмлĕ пулăшу кÿрет

Агротуризм проектăн утă уйăхĕнчи кăларăмĕн ĕç планне вĕлле хурчĕсем тытакан утарçăпа калаçу йĕркелессине те палăртса хăварнăччĕ. Телее, Владимир Малов — хурт-хăмăр ăсти, пирĕн тĕл пулу шăпах унăн утарĕнче иртрĕ.

     — Владимир Петрович, кăçалхи çула утарçă куçĕпе еплерех хаклатăр?
     — Çуркунне кăçал ăшă килчĕ. Çавна май вĕлле хурчĕсем хĕл ыйхинчен вăраннă вăранман ăш-чиккисене çи-
йĕнчех тасатма тата кĕске вăхăтра аталанма пултарчĕç. Вăй илсе йыш- ланнисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне ама хуранĕсем туса çакрĕç. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕрремĕш çăвăр хурт вĕллерен уйрăлса тухрĕ. Ытти çулхипе танлаштарсан ку пулăм кăшт маларах пулса иртрĕ.
     — Çăка пылĕ кăçал пур-и?
     — Пур, анчах та нумаях мар. Енчен те çăка çурасса утарçăсем вăтамран утă уйăхĕн 1-мĕш числисенче кĕтеççĕ пулсан, кăçал çак пыл йывăççи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчех çеçкене ларчĕ. Сăнанинчен, малтан ялти тата уй хĕрринчисем сарă тĕспе витĕнетчĕç, тепĕр эрнерен вăрман уçланкинчисем пыл шăрши сарма тытăнатчĕç. Кăçалхи шăрăх кунсем çăкана васкатрĕç, унтан тăруках типĕтсе ячĕç. Çăка йывăççине лайăх пылланма сывлăш температури вăтамран 25 градус ăшă тытăнса тăни тата сывлăшри нÿрĕк виçи тивĕçлĕ шайра пулни кирлĕ. Унсăрăн çăка пылĕ çине шанăç çук.
     — Пылсăр юлас мар тесен утарçăн мĕн тумалла-ха?
     — Утар çывăхĕнче пыл курăкĕсем акмалла. Калăпăр, синяк тата фацели. Синякран вĕлле хурчĕсем çăка çеçкене лариччен нектар пуçтараççĕ. Вăл пĕр гектартан 400 килограмм таранччен пыл пама пултарать. Вăл сÿнсен çăка пылланать. Çу уйăхĕнче фацели акса хăвармалла, вăл 45-50 кунран çеçкене ларать, çак вăхăт тĕлне çăка çеçки шăпах тăкăнма тытăнать. Çанталăк лайăх тăрсан фацели мĕн кĕркуннечченех хуртсене кăна мар, утарçа та савăнтарма пултарать.
     — Хуртсем еплерех хĕл каçрĕç?
     — Иртнĕ хĕл вĕлле хурчĕсемшĕн йывăртарах килчĕ. Утарçăсем çунатлă туссен йышĕ хĕл кунĕсенче 30 процент чухлĕ чакнине калаççĕ. Сăлтавĕ чылай, паллах, вĕсене сăвăс-пыйтă таврашĕ канăç памасть, ăш-чик «пăсăласси» те пулать. Çавăнпа та хĕл каçарма лартиччен вĕлле хурчĕсене тĕплĕн хатĕрлемелле. Çак тĕллевпе ятарлă препаратсемпе сиплемелле, ку яваплă ĕçе çут çанталăкран пыл илме пăрахсан тытăнмалла. Çĕнĕ тухăçа çавăрса илнĕ хыççăн эпир те сиплев курсне туса ирттерме палăртатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code