Иртнĕ эрнере пирĕн районта «Хусанти тип çу завочĕ» акционерлă пĕрлĕхĕн директорĕсен Канашĕн председателĕ Дмитрий Самаренкин ĕçлĕ çул-çÿревпе пулчĕ.
Асăннă завод çирĕп аталанса пыракан предприятисен йышĕнче, рапс тата хĕвел çаврăнăш çуне туса хатĕрлессипе Раççейре малти вырăнсене йышăнать.
Дмитрий Анатольевич «Канашагро» агрофирма ертÿçипе Рузаль Ахмедзяновпа, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Олег Мешковпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Степановпа Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчи рапс уйĕсемпе паллашрĕ. Çак техника культуине агрофирмăра кăçал 400 ытла гектар çинче çитĕнтернĕ. Вăрлăха ют патшалăхран кÿрсе килнĕ, пысăк тухăç илме палăртаççĕ.
«Канашагро» ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпе 2682 гектар çинче акса хăварнă пулнă, хальхи вăхăтра вĕсем çавăн пекех усă курмасăр выртакан çĕрсене усă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçлеççĕ.