Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шăп пĕр уйăх юлчĕ. Унччен вара вĕренÿ учрежденийĕсенче пыракан капиталлă юсав ĕçĕсене вĕçлесе объектсене ачасене йышăнма хатĕр шая çитермелле. Çак кунсенче пирĕн районта шкулсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынин мониторингне ирттерчĕç. Ĕçлев ушкăнĕ, унăн йышĕнче район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, «Экра» ООО директорĕн çумĕ Артем Владимиров, объектсенчи ĕç-пуçпа вырăна çитсе паллашрĕç.
Энтрияль вăтам шкулĕнчи тĕплĕ юсава, сăмахран, контрактпа килĕшÿллĕн августăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Анчах та ку вăхăт тĕлне ĕçсен 60 процентне кăна пурнăçланă-ха. Шкула тĕпрен юсанăран, çуртăн тăррине, урайне пĕтĕмпех çĕнĕрен тумалла, чÿречесемпе алăксене те çĕннисене вырнаçтармалла. Хальлĕхе çуртăн тăррине çурри таран витнĕ, стенисене тулаш енчен ятарлă материалпа çапса çавăрнă. Шалти ĕçсем вăраха кайни сисĕнет. Çапах та подрядчик ĕçсене вăхăтра вĕçлеме шантарать.
Комисси Ухманти «Рябинушка» ача садне те çитрĕ. Документпа килĕшÿллĕн кунта юсава июлĕн 10-мĕшĕ тĕлнех вĕçлемелле пулнă. Подрядчик каланă тăрăх, ĕçсем вăраха кайни строительство материалĕсемпе вăхăтра тивĕçтерсе тăманнипе çыхăннă. Паянхи куна проблемăна татса панă, мĕн кирлине кÿрсе килнĕ. Икĕ эрне хушшинче юсав хыççăн çĕнелнĕ садикăн пĕчĕк шăпăрлансене савăнăçлăн кĕтсе илмелле.
Пайкилт шкулĕнчи юсав та срокран юлса пыни пăшăрхантарать. Кунта çуртăн фасадне, хутса ăшăтмалли системăна, урайне, вĕренÿ класĕсене, коридорсене çĕнетеççĕ. Пĕтĕмпе 37 млн тенкĕ уйăрнă.
Тĕрĕслевĕн тепĕр объекчĕ Сухайкасси ялĕнче вырнаçнă. Яла пырса кĕнĕ çĕрте, клуб çумĕнчи анлă лапамра культурăпа кану паркĕн строительстви пырать. Ĕçсем вĕçленсех пĕтеймен пулин те кунта питĕ илемлĕ вырăн пуласси куç кĕрет. Çак территорирех ача-пăча площадки те, ятарлă программăпа тунă спорт площадки пулать. Симĕс газонсем, ларса канмалли саксем пулассине проектпа палăртнă.
Артем ВЛАДИМИРОВ, «Экра» компани директорĕн çумĕ:
— Мониторинг хыççăн шкулсенче юсав ĕçĕсем тăвакан подрядлă организацисене çакăн пек калас килет: «Хисеплĕ строительсем! Договорпа палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă туни сирĕн ят-сума ÿстерет. Сăмах ачасем çинчен пынă чухне пахалăхпа тата срокра тумалли ĕçпе çыхăннă ыйтусем пушшех те малти вырăнта тăмалла! Ачасем пирĕн пуласлăх тесе ахальтен каламастпăр-çке-ха».