Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > «БАРС» — 2021 проект ĕçе пуçăнать

«БАРС» — 2021 проект ĕçе пуçăнать

«Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен мобилизаци резервне туса хурасси çинчен» мобилизаци резервне йĕркелемелли проект — БАРС-2021 (Çĕршывăн çар резервĕ) _ старт илнĕ. Бахтиер Холиков çар комиссарĕ пирĕн корреспондента çынсен мобилизаци резервĕ, ку йыша камсем кĕме пултарни çинчен ăнлантарса панă.

     — Бахтиер Махмаджонович, кам контракт çырма пултарнине каласа парăр-ха.
     — Çынсен мобилизаци резервне Раççей гражданĕсене илеççĕ. Резерва кĕртмелли кандидатсене, çар службинче пулнă, çар учечĕн специальноçне алла илнĕ çынсене, çар комиссариачĕсемпе çар чаçĕсем суйласа илеççĕ. Судпа айăпланман, эрех-сăрапа, наркотикпа ашкăнман (документпа çирĕплетмелле) çынсемпе контракт çыраççĕ:
     а) çарта пулнă, çар званийĕ пур çынсемпе;
     42 çула çитмен салтаксемпе, матроссемпе, сержантсемпе, старшинасемпе, прапорщиксемпе, мичмансемпе;
     47 çула çитмен кĕçĕн лейтенантсемпе, лейтенантсемпе, аслă лейтенантсемпе, капитансемпе, капитан-лейтенантсемпе;
     52 çула çитмен майорсемпе, 3-мĕш рангри капитансемпе, подполковниксемпе, 2-мĕш рангри капитансемпе;
     57 çула çитмен полковниксемпе, 1-мĕш рангри капитансемпе;
     б) саппасри офицерсене çара хатĕрлемелли программăпа вĕренсе пĕтернĕ çынсемпе.
     Резерва кĕрес текенсен медицина тĕрĕслевĕ тухмалла.
     — Саппасри çынсене миçе тенкĕ тÿлеççĕ?
     — Офицер составĕнчи граждансене уйăхсерен 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран тÿлеççĕ. Виçĕ кунлăх çар сборĕн-че пулсан — 7 пинрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран.
     Прапорщиксен, сержантсен тата саппасри салтаксен йышĕнчи çынсене уйăхсерен 2 пинрен пуçласа 3,5 пин тенкĕ таран тивĕ. Çар сборĕнче пулсан — 3,5 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран. Тÿлев виçи çар должноçĕнчен килет.
     Офицерсен составĕнчи çынсене çар сборĕнче 30 талăк пулнăшăн 30 пинрен пуçласа 75 пин тенкĕ таран, прапорщиксемпе сержантсен тата саппасри салтаксен йышĕнчи çынсене 25 пин тенкĕ таран тÿлĕç.
     Офицерсен йышĕнчи çынсем çĕнĕ контракт çырсан пĕр хутчен паракан тÿлев 34 пин — 66 пин тенкĕ, прапорщиксемпе сержантсен, саппасри салтаксен — 18 пин — 39 пин тенкĕ таран.
     Кунсăр пуçне ĕçлекен çынсен ĕç вырăнĕ, ĕç укçи, ĕçлекене вăтам ĕç укçи тÿленишĕн предприятие, ĕçпе тивĕçтерекен центрсене — учетра тăракан çынсене паракан тÿлевшĕн компенсаци парасси сыхланса юлать.
     — Мобилизаци резервне кĕме контракт çырас текен çыннăн ăçта пымалла?
     — Резерва кĕрес текенĕн хăй пурăнакан тăрăхри çар комиссариатне пымалла. Унтан çар комиссариачĕ çар чаçне каякан кандидата кирлĕ вырăна çитмелли тата каялла килмелли çар докуменчĕсемпе тивĕçтерет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *