Понедельник, 18 октября, 2021
Главная > Публикации > Шуркассинче — çĕнĕ спорт площадки

Шуркассинче — çĕнĕ спорт площадки

Шуркасси шкулĕн историйĕ хăйĕн пуçламăшне 1896 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен илет. Шăпах çавăн чухне Шуркасси ялĕнче чиркÿпе прихутăн пуçламăш шкулĕ уçăлнă, 32 арçын ачапа 2 хĕрача унта вĕренме çÿренĕ.

     Хальхи вăхăтра шкул ăнăçлă аталанса пырать. «Хальхи шкул» федераци проекчĕн «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал «Точка роста» центр уçнă.
     Çак кунсенче вара шкулăн историне тепĕр хаваслă пулăм çырăнчĕ: спорт вăййисем вылямалли ятарлă площадка уçăлчĕ. Ăна «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» программăпа тунă.
     Спорт объектне савăнăçлă лару-тăрура уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, вĕренÿ управленийĕн ертÿçин çумĕ Ирина Иванова, Шуркасси шкулĕн директорĕ Ганна Петрова тата Алексей Степанов уйрăм предприниматель хутшăнчĕç.
      Спорт площадкине хĕрлĕ хăю касса кĕчĕç. Ку тивĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Алексей Степанов предприниматель тата 11-мĕш класра пĕлÿ илекен Валера Смирнов вĕренÿ отличникĕ, спортсмен, волонтер пурнăçларĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code