Вторник, 23 апреля, 2024
Главная > Публикации > Фермер хуçалăхĕнче купăста ăнса пулнă

Фермер хуçалăхĕнче купăста ăнса пулнă

Ял хуçалăх предприятийĕсем тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илессипе мĕн ĕлĕкрен ĕçленĕ. Вĕсен лаптăкĕсем халĕ те куçа савăнтараççĕ. Олег Шпаков фермерăн, сăмахран, кăçал купăста ăнса çитĕннĕ.
Унăн тĕрлĕ сортне кăçал 5 гектар çинче лартса хăварнă пулнă. Тухăçĕ вара яланхиллех ăнса пулнă.
Çакна палăртса хăвармалла, пахча çимĕç туса илесси питех те кăткăс ĕç. Çав вăхăтрах рентабеллĕ те. Енчен те иртнĕ çулта купăстан пĕр килограмĕ 5-6 тенкĕ тăнă пулсан, кăçал унăн хакĕ 3-4 хут ÿснĕ.
Вăрттăнлăх мар, кирек мĕнле ял хуçалăх культури те çу каçипе лайăх пăхсан çеç тулăх çимĕçĕпе савăнтарма пултарать. Купăста вара нÿрĕ юратать. Кăçалхи çу шăрăх тăнине кура ăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма тивнĕ. Олег Васильевич каланă тăрăх, купăстана кашни каç шăварса тăнă, тăрăшни сая кайман, вăтам тухăç кашни гектартан 350-400 центнерпа танлашать.
Купăстана фермер Канаш тата Шупашкар хулисенчи суту-илÿ точкисене вырнаçтарать.
Асăннă фермер хуçалăхĕнче купăстасăр пуçне ытти ял хуçалăх культурисене те туса илеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *