Среда, 21 февраля, 2024
Главная > Публикации > Паллă куçаруçă, кулăш ăсти

Паллă куçаруçă, кулăш ăсти

Чăвашсен паллă çыравçи, Чăваш тата Пушкăрт Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, пушкăртсен Ф. Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ Виталий Енĕш çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна Чăваш кĕнеке издательствинче чысларĕç.

Издательствăн генеральнăй директорĕ А.С. Иванов çыравçăн пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕ. В.Г. Григорьев ?Енĕш/ Канаш ра-йонĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче 1941 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Совет Çарĕнчен таврăнсан вăл Пушкăртстана тухса кайнă, Стерлитамак тата Авăркас районĕсен хаçачĕсенче ĕçленĕ. Кĕçех ăна Шупашкара «Капкăн» журнал редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ, кунта вăл пай пуçлăхĕ тата редактор çумĕ пулса нумай çул вăй хунă.
Виталий Енĕш ытларах кулăшпа сатира жанрĕсенче ĕçлесе палăрнă. Вăл ачасем валли те нумай çырнă тата куçарнă. Çавăн пекех православи тĕнĕн кĕнекисене чăвашла куçарса тата якатса çитерес ĕçре нумай тимленĕ, «Вырăсла-чăвашла православи словарĕ» ?1995/, «Чиркÿ çулĕ» ?2002/, «Чăн тĕн букварĕ» ?2006/, «Суйласа илнисем» ?2011/ тата ытти кĕнекесем пичетлесе кăларнă.
Тĕлпулура В. Енĕш хăй пултарулăхĕн малтанхи тапхăрĕ, куçару ĕçĕн йывăрлăхĕ пирки каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Валерий НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code