Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Слетран çĕнтерÿпе таврăннă

Слетран çĕнтерÿпе таврăннă

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи шкулта хăрушă инкек пулнăрапа 60 çул ?1961/ çитнине асăнса çамрăк пушарнăйсен республикăри ХХХ слечĕ пулнă.

Ăмăртусем пысăк пушарсене сÿнтерессипе специализациленекен пушар чаçĕнче иртнĕ. Чи лайăх команда ятне илессишĕн тупăшма Чăваш Енĕн тĕп хулине çичĕ команда пуçтарăннă: Канаш, Патăрьел, Муркаш, Çĕмĕрле ра-йонĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш хулисенчен.
Ăмăртусене хутшăнакансене ВДПОн республикăри уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева, Раççей МЧСĕн пушар сÿнтерессине йĕркелессипе тата аварипе çăлав ĕçĕсене ирттерессипе ĕçлекен Чăваш Енри Тĕп управленин начальникĕн çумĕ Александр Зобов полковник, «Авангард» центр директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Оленова саламланă.
Слет программине йĕркелÿçĕ-сем тăхăр тĕрлĕ тĕрĕслев кĕртнĕ: спортпа тата интеллектпа çыхăннисем. Ачасен инкеке лекнĕскере «Минотавр йăвинче» шыраса тупса ăна тĕттĕм лабиринтран илсе тухма, вĕренÿ башнине штурмлама тата «Пушар спринтĕнче» чăрмавсене парăнтарма тивнĕ. Çамрăк пушарнăйсем стройпа утнине, вĕсен тумне уйрăммăн хакланă. Ачасем теори пайне мĕнле пĕлнине тест çыртарса тĕрĕсленĕ.
Командăсен хушшинче Уçырма вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Çĕнĕ Шупашкарти кадетсен лицейĕ. Виççĕмĕшĕнче _ Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулăн команди.

Татьяна НИКИТИНА,
Уçырмари шкул директорĕн çумĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code