Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, ирхине пĕр сехетре, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕн, Кăшнаруй ялĕн хисеплĕ çыннин Анатолий Васильевич Никоноровăн чĕри тапма чарăннă. Кăçал утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл 85 çулхи юбилейне паллă тунă.
Анатолий Васильевич Кăшнаруйĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ, унтан Канашри механизаци училищинче пĕлĕвне малалла ÿстернĕ. Виçĕ çул салтакра пулнă хыççăн комсомол путевкипе çерем уçма кайнă. Çамрăк тракторист çак çăмăл мар ĕçе Караганда тăрăхĕнчи «Родниковский» совхозра пурнăçланă.
Целина тăрăхĕнчен тăван яла таврăнсан «Правда» колхозăн уй-хирĕнче вăтăр çул ытла тăрăшнă. Çĕр сухаланă, акнă, сÿренĕ. Тырă пиçсен комбайнпа ăна пуçтарма тухнă. Анатолий Никоноровăн ĕçри хастарлăхне килĕнче упранакан медальсемпе хисеп паллисем çирĕплетеççĕ.
Сумлă наградăсен йышĕнче ВДНХн бронза медалĕ, 1973 тата 1978 çулсенчи тăххăрмĕшпе вуннăмĕш пилĕк çуллăхсенчи паллăсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. 1990 çулта ăна «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
Колхозсемпе совхозсем йывăр тапхăр тÿснĕ вăхăтра Анатолий Васильевич Канашри пĕр вăтам шкултан куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Çакăн хыççăн хут купăс ăсти мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен (тата ун хыççăнхи çулсенче те) Кăшнаруйĕнчи культура çуртне ертсе пынă. Вырăнти культура вучахне çÿллĕ шая çĕкленĕшĕн панă наградисене пĕрле пуçтарсассăн пысăк курав та йĕркелеме пулать.
Анатолий Васильевич мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Аннепе пĕрле çурлапа тырă вырма çÿ-ренĕ, çавăнта пысăклансан уй-хир карапĕн штурвалне тытса пырасси çинчен çутă ĕмĕт тĕвĕленнĕ. Хĕрÿ ĕççи тапхăрне яланах ырăпа аса илетчĕ вăл, кашни тырă пучахне пĕр çухатусăр пуçтарса кĕртме тăрăшнине калатчĕ. Анне те: «Манăн Толя колхозра ĕлĕк-рех мĕн чухлĕ çын çурлапа вырнă тырра халĕ пĕччен пуçтарса кĕртет, кин таврари çынсем валли тутлă та кăпăшка çăкăр пĕçерет», — тесе мăнаçланатчĕ.
Кăшнаруйĕнчи культура çуртне ертсе пынă çулсенче пичче халăха час-часах концертсем лартса савăнтаратчĕ. Çемье ансамблĕ районпа республикăра кăна мар, Смоленск тăрăхĕнче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
Анатолий Васильевич, санăн çутă та хăватлă сăнару ĕмĕр пирĕн асра упранĕ!
Юрий НИКИТИН