Воскресенье, 17 ноября, 2024
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕх вырăнĕнче

Ырă тĕслĕх вырăнĕнче

Ытларикун Чăваш Республикин юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайловпа тĕл пулнă, район администрацийĕн структура подразделенийĕ- сен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Канашлу вăхăтĕнче килес çул Чăваш Енри муниципаллă пĕрлешÿсенчен муниципаллă округсем туса хума палăртнин ырă енĕсене сÿтсе явнă. Ведомство ертÿçи Дмитрий Сержантов Сухайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Павел Семенова Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетсен чи лайăх практики» конкурсăн «Муниципалитет пĕрлĕхĕсенче пурăнакансемпе тухăçлă çыхăнса ĕçлесси тата çынсене вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне явăçтарасси» тата «Хула хуçалăхне цифра технологийĕсене ĕçе кĕртсе модернизацилени ?ăслă хула/» номинацисенче çĕнтернине палăртакан дипломсемпе чысланă. Аса илтеретпĕр, сухайкассисем çак конкурсра иккĕмĕш хут çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Малтанах вĕсен ĕçне 2019 çулта палăртнăччĕ. Ун чухне вĕсене 1 миллион та 200 пин тенкĕ парса хавхалантарнă пулнă. Хальхинче иккĕмĕш категорири çĕнтерÿçĕсене 20 миллион тенкĕ панă.
Дмитрий Михайлович Сухайкасси ял тăрăхĕ республикăри кашни муниципаллă пĕрлешÿшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *