Понедельник, 8 августа, 2022
Главная > Публикации > Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче

Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче

Чăваш халăх искусстви нумай енлĕ. Тĕрĕ эрешнех илер-ха. Вăл куçа илĕртет. XVII-XIX ĕмĕрсенчи эрешсем уйрăмах хитре те капăр пулнă. XX ĕмĕрте чăваш тĕррин эрешне тĕпчес тата аталантарас ĕçе ăслăлăх шайнех çитернĕ.

Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ — çип шутласа тĕрлени. Сăмахран, пĕр тан енлĕ виç кĕтеслĕх тĕрлес тесессĕн кашни ене валли пĕр тан çип илмелле пулнă. Чăваш тĕррине тĕрлеме çăмăл мар, вăл питех те кăткăс ĕç. Тÿсĕмлисем кăна ăна алла илме пултарнă.
Тĕрĕ ăстисем тĕрлĕ çĕвĕ вăрттăнлăхĕпе усă курнă. Тĕртнĕ пир çине вĕсем çынсене, чĕр чунсене, йывăç-курăк тата ытти нумай символа куçарма пултарнă. Хăйсен ĕçĕнче вĕсем 30 ытла çĕвĕпе тата 40-е яхăн тĕспе усă курнă. Чăваш тĕрĕ ăсталăхĕнче кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ, кашни сăнарăн хăйĕн çĕвви пулнă.
Чăваш тĕррин кунне халалласа Вăтапуç салинчи «Шăнкăрав» ача садĕнче «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» ятпа уяв иртрĕ. Уявра шăпăрлансем капăр пÿлĕмри ĕлĕкхи çи-пуçпа, савăт-сапапа тата ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç.
— Ай-яй, ытла та илемлĕçке тĕрĕсемпе капăрлатнă тăхăнмалли тумтир, — тĕлĕнчĕç вĕсем.
— Çи-пуç çинче кăна мар, вырăн таврашĕ, кавир, чÿрече карри, ал-шăлли, сăмса тутри тата савăт-сапа çинче те курма пулать çак илемлĕ тĕрĕсене, — калаçăва хутшăнчĕç сăнама пĕлекен çамрăксем.
Вĕсем çинчен ачасене тĕплĕнрех уяв йĕркелÿçисем Елюк аппапа (Марина Петровна Николаева) кăмăллă старик (Ираида Федоровна Герасимова) каласа пачĕç.
Ĕлĕк-авал çак илемлĕ ĕçсене пĕтĕмпех улахра пурнăçланă, çав хушăрах çамрăксем юрă юрланă, тĕрлĕрен вăйă вылянă.
— Капăр сăнарсене илемшĕн кăна тĕрлемен, вĕсем усал-тĕселтен, чир-чĕртен хÿтĕлессе шаннă, — ăнлантарчĕ Елюк аппа. — Акă, сар хĕвел, кăвак тÿпе, илемлĕ Çĕр пичĕ, сăрт-ту, выльăх-чĕрлĕх, чечексем, çутă çăлтăр куçа тыткăнлаççĕ. Çак сăмахсене пĕчĕк çеç пикесем тимлĕн ăша хыврĕç.
Кĕçех пÿлĕме каччăсем те килсе çитрĕç. Аллисенче тутлă кучченеçсем: мăйăрпа канихфет…
Малалла вĕсене юрă-ташă хумĕ тыткăнларĕ. Ачасем «Тĕрĕллĕ илемлĕ тутăр», «Ача-пăча вăййисем», «Сар Иван», «Çĕнĕ çăпата», «Асамат кĕперĕ» сценкăсенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Шур сухаллă Старик пĕчĕк шăпăрлансене кулăш тĕнчине те илсе çитерчĕ. Çав кун тĕлĕнтермĕш арчаран мĕн кăна тухмарĕ тата. Мероприяти вĕçленсен уява хутшăннисем чăвашсен апат-çимĕçне тутанса пăхма пултарчĕç.

Мария Николаевăпа
Ираида Герасимова
воспитательсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code