Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Ялсенчи культура вучахĕсем ĕлĕкхи пекех çунаççĕ

Ялсенчи культура вучахĕсем ĕлĕкхи пекех çунаççĕ

Çак коронавирус текен хăрушă чир пуçланиччен хуласенчи культура керменĕсемпе ялсенчи клубсенче çине-çийĕн тĕрлĕрен мероприяти иртетчĕ, унта ватти-вĕтти хăйне кирлĕ интерес тупатчĕ. Каярахпа унта çынсене шутлăн кăна кĕртме пуçларĕç.


Мĕнле ĕçлеççĕ-ши хальхи вăхăтра ялсенчи клубсемпе культура çурчĕсем; Çак мур чирне пула сÿнсе ларман-ши культура вучахĕсем?
— Çук, сÿнмен, эпир малтан мĕнле ĕçленĕ, паян та çавăн пекех ĕçлетпĕр, — терĕ мана Пĕршенер клубĕн культ- организаторĕ Елена Алексеева. — Ĕç форми анчах улшăнчĕ. Ытларах «онлайн» текен йĕркепе ĕçлеме пуçларăмăр. Сăмахран, ветерансем патне юбилейпа саламласа видеосаламсем яратпăр.
Ал ĕç кружокне вара хĕрарăмсем малтанхи пекех пухăнаççĕ. Вĕсем пирĕн вуннăн.
— Унта камăн та пулин, ăстаçăн, ертÿçĕ пулмалла вĕт-ха. Вĕрентекенни.
— Аттепе пĕр тăван Альбина аппа темĕн те пĕр çыхма пĕлет: хĕрарăм çĕлĕкĕсем (вырăсла «шапка» тетпĕр-ха ăна), кофта, юбка, шĕлепке, балетка — каласа та пĕтереес çук. Ман аппана Васильева Альбина Алексеевна теççĕ. Вăл пире çине тăрса вĕрентет. Вĕтĕ шăрçапа масмаксем, мăй çаккисем турăмăр. Эпĕ хам шкул ачисене вĕтĕ шăрçапа («бисероплетение» тетпĕр-ха ăна вырăсла) ĕçлеме вĕрентетĕп. Ялти клуба çиччĕмĕш класра вĕренекен хĕрачасемпе пĕрле арçын ачасем те ал ĕçне вĕренме çÿреççĕ. Çынсене вĕрентес тесен хăвăн та çав ĕçе пĕлмелле вĕт-ха. Çавăнпа Шупашкарта Туслăх çуртĕнче вĕтĕ шăрçапа масмак, ум çакки, чăваш хĕрарăмĕн ытти çи-пуçне ăсталама вĕренсе килтĕм.
— Масмак темĕншĕн мана вирьял сăмахĕ пекех туйăнать…
— Масмак — пиçиххи пек тĕрленĕ кĕрен тĕслĕ япала, ăна качча кайнă хĕрарăмсем çамка çине çыхаççĕ.
Ялти культура ĕçченĕпе пĕрле клуба ал ĕç ăсти Ольга Иванова пенсионерка та килнĕ.
— Ольга Леонтьевна, сирĕн аннĕрĕн арчинче чăваш тĕррипе тĕрленĕ хĕрарăм çи-пуçĕ упранса юлман-и?
— Тĕрленĕ ал шăллисем пурччĕ малтан, вĕсене питех упраман çав. Эпĕ сăнанă тăрăх, пирĕн ял тăрăхĕнче хушпу, тухья туман пек туйăнать. Ытларах вĕсем тĕрленĕ пир кĕпепе, саппунпа çÿренĕ. Сурпан çыхнă.
— Пирĕн ялти ал ĕç ăстисем чăваш тĕррин уявне те хастар хутшăнчĕç. Вĕсен пĕтĕм ĕçне уявччен малтан Шăхасана районти культура çуртне хам кайса патăм, — калаçăва малалла тăсрĕ Елена Николаевна. — Кăçал пирĕн республикăра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен паттăрлăхне халалланă çулталăка паллă турĕç. Çавна май пирĕн драмкружока çÿрекенсем Вăрăмпуç шкулĕнче ялти хĕрарăмсем вăрçă вăхăтĕнчи выçлăха тата шартлама сивве тÿссе блиндажсемпе окопсем чавни çинчен спектакль лартса пачĕç. Сценарине те хамăрах çыртăмăр. Малтан, паллах, ялти ватă çынсенчен вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Рольсене вылякансем пĕр вуннăн пулчĕç. Хам та спектакле хутшăнтăм, ял Совет председателĕн рольне вылярăм.
Тепĕр хут аса илтеретĕп: ялсенчи культура вучахĕсем сÿнмен. Малтанхи пекех ĕçлетпĕр, ытларах «онлайн» майпа.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code