Пятница, 1 июля, 2022
Главная > Публикации > Ветерана юбилейпа саламланă

Ветерана юбилейпа саламланă

Çак кунсенче Ачча ялĕнче пурăнакан Владимир Мясников 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Владимир Дмитриевича çуралнă кунпа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Михайлов, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата йĕрке хуралĕн орга- нĕсен районти ветеранĕсен канашĕн председателĕ Виталий Петров саламланă.


Юбиляр паллă куна тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле кĕтсе илнĕ. Хăнасем Канаш çĕрĕн сумлă çыннине çирĕп сывлăх, телей тата вăрăм кун-çул суннă.
Владимир Мясников тăван тăрăхри тата район шайĕнчи хисепе ырми-канми ĕçпе çĕнсе илнĕ. 1946 çулта вăл Аччари çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Учитель пулас ĕмĕтпе Канашри педагогика училищине вĕренме кайнă. Унти шкул уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан учительсен институтĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă, физик-математик ăсталăхне алла илнĕ. Радиотелеграфистсен полк шкулĕнче пĕлÿ пухнă. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă.
Учитель ĕçне пултаруллă педагог вырăнти шкулта пуçăннă. Салтака кайса килнĕ хыççăн шкулта математика предметне вĕрентнĕ. Директор çумĕ, унтан Аччари вăтам шкула ертсе пынă. «Красная Армия» колхоз правленийĕн председателĕнче вăй хунă, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ пулнă. Районти халăх депутачĕсен канашĕн председателĕн çумĕ пулса вунă çула яхăн тăрăшнă. Канаш райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, «Советская Армия» совхозăн партком секретарĕ пулса ĕçленĕ.
Владимир Мясников районти халăх депутачĕсен канашне депутат пулса пĕрре мар суйланнă, Канашри райкомăн бюро членĕ пулнă. Сумлă наградăсем те сахал мар ветеранăн — «Знак Почета» орден, «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И. Ленина» медаль, «Отличник народного просвещения» паллă тата ыттисем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code