Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ клуба хĕле кĕриччен хута ярĕç

Çĕнĕ клуба хĕле кĕриччен хута ярĕç

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Юмансар ялĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн уяв пулĕ. Хĕле кĕриччен унта «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ культура çурчĕ хута кайĕ.

Ял çыннисем çĕнĕ клуб пирки питĕ ĕмĕтленеççĕ. Вĕсен концерт курас тата кружока е секцие çырăнас тесессĕн юнашар яла текех çÿремелле пулмĕ.

Пилĕк уйăх каярах, çу уйăхĕнче, хальхи çĕнĕ клуб вырăнĕнче пушă лаптăк пулнă. Строительсем чи малтан хатĕрлев ĕçĕсене пурнăçланă. Пулас никĕс валли котлован чавнă, çумăр тата çурхи шывсем юхмалли вырăнсем тунă. Халĕ ку вырăнта çĕнĕ ял клубĕ кунран-кун капăрланать.

— Паянхи куна илсен, рабочисем кладка ĕçĕсене пĕтĕмпех туса пĕтернĕ. Çуртăн тăррине тума тытăннă, чÿречесем саккас панă. Ку эрнере вĕсене вырнаçтарĕç, — пĕлтерчĕ Карăклă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Герасимов.

Ялта ĕлĕк клуб пулнă-ха. 80-мĕш çулсенче ăна шкул валли уйăрнă, каярахпа кивелнĕ çурта пачах та пĕтернĕ. Юмансар ялĕнче кил-çурт сахал пулин те 629 çын пурăнать. Çав шутран пĕрре-виççĕмĕш пайĕ — çамрăксем. Çамрăк аннесем ачисемпе ниçта кайса çÿремелли ятарлă вырăн çук тесе час-часах ÿпкелешнĕ. Аслă ÿсĕмри çынсене кÿршĕ яла ал-ĕç кружокне тата фольклор ушкăнне çÿ-реме меллĕ мар…

Икĕ хутлă культура çурчĕ пĕр вăхăтрах 150 çынна йышăнма пултарĕ. Пĕрремĕш хутра — пысăк концерт залĕ, вестибюль, гардероб, иккĕмĕшĕнче Искусство шкулĕн филиалĕ, кружок пÿлĕмĕсем тата спортзал пулĕç. Çĕнĕ çурт çумĕнче машинăсем валли парковка та пăхса хăварнă. Клуба газпа хутăнса ăшăтĕç, вăл паянхи кун ыйтăвне туллин тивĕçтерĕ.

— «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăра хальхи вăхăтра тата тăватă районта строительство ĕçĕсем пыраççĕ: Комсомольски, Шупашкар, Пăрачкав, Йĕпреç. Пирĕн тĕп тĕллев — çак пуçланă объектсене туса пĕтересси. Эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçласса шанатпăр, — палăртрĕ Чăваш Ен культура министрĕ Светлана Каликова.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code