Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Урам хушшине выртрĕ вакă чул çĕклет-çке кăмăла тап-такăр çул

Урам хушшине выртрĕ вакă чул çĕклет-çке кăмăла тап-такăр çул

Ĕлĕкрех ялсене кĕрлĕ çурлă тата вăйлă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн кĕрсе тухма питех те чăрмавлăччĕ.

Çынсем хăйсен автомашинисене тĕп урам вĕçне (чылай ялта вăл асфальтпа витĕннĕ) е ял çумне лартса хăваратчĕç. Хурçă учĕпе килĕ умнех çитесси çинчен çав çулсенче кашниех ĕмĕтленнĕ паллах. Ара, кун пек чухне шухăшпа та лăпкă тăратăн-çке.

Халĕ ялсенчи урамсене кашнине тенĕ пекех вакă чулпа сарса çирĕплетнĕ. Çакна тума вырăнти пуçару программи витĕмлĕ пулăшу кÿнине палăртса хăвармалла. Ял-салари пуçару ушкăнĕ укçан пĕр пайне ял халăхĕнчен пуçтарса çултан-çул çĕнĕрен те çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Çакнашкал хастарсене вара патшалăх хăй енчен тивĕçлипе хавхалантарать.

Кăçал вырăнти пуçару программине хутшăнса Атнаш, Ачча, Вăтапуç, Вăрăмпуç, Вăтакас Кипеч, Сухайкасси, Ухман, Шаккăл, Шелттем ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи чылай урам хăйсен сăнне лайăх енне улăштарнă. Халĕ тарăн колея вырăнне урам хушшисенче щебень çул аякка çити тăсăлать. Çакă автомашинăсен хуçисене кирек хăçан та хăйсем пурăнакан килĕ умне пĕр чăрмавсăр çитме май парать.

Ялта такăр çул, сиплĕ шыв тата çут çанталăк газĕ пулсан вăл çирĕп аталанать, пурăнма пур услови те пур чухне хула шăв-шавĕ айккинче тăтăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *