Халĕ çĕршывра «Симĕс Раççей» акци иртет. Нумаях пулмасть унта Карăклă тата Ачча ял тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăннă.
Кăшнаруй ялĕнче пурăнакансем те айккинче юлман, тĕллевлĕ акципе килĕшÿллĕн экологи субботникне тухнă. Унта культура тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем пысăк хастарлăх кăтартнă.
Активистсем çÿп-çап пуçтарнă, тĕрлĕрен йывăç-хунав лартнă. Аччасем, сăмахран, акцине хутшăнса ачасемпе аслă ÿсĕмрисене савăнтарса чие йывăççисем лартнă. Енчен те çын хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартнă пулсан, çут çанталăка сăтăр кÿме пултараймĕ.
Экологи акцине хутшăннă
