Главная > Публикации > Максимовсем сакăр тĕрлĕ сыр тăваççĕ

Максимовсем сакăр тĕрлĕ сыр тăваççĕ

Кăçал Чăваш Енре Раççейри Ял хуçалăх Министерстви йĕркеленĕ «Фермер шкулĕ» вĕренÿ проекчĕ виççĕмĕш хут иртнĕ.

Унта пирĕн ентеш Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан Оксана Николаевна Максимова та хутшăннă. Вăл унта икĕ уйăх аграри производствин малашлăх ăсталăхне туптанă. Унăн вĕренес туртăмне упăшки ырласа йышăннă.

«Ĕнесен йышĕ пысăклансах пычĕ, анчах та сĕте усламçăсене тухса парас шухăш пирĕн пулман. Сыр тăвасси вара — пачах та урăх япала. Килти сĕтпе продукци те калама çук чаплă пулать», — тенĕ мăшăрĕ Алексей.

Оксана Николаевна «Фермер шкулĕнче» сыр пĕçерес енĕпе илнĕ пĕлĕвне ăнăçлă пурнăçлать. Паянхи кун Максимовсем сакăр тĕрлĕ сыр тăваççĕ. «Хамăрăн ассортимента тата та ÿстерме пулать, анчах та хальлĕхе пĕрмаях ыйтакан продукта аталантарассипе ĕçлетпĕр», — каласа кăтартнă сыр пĕçерекен.

Çемьен хăйсен классика рецепчĕпе тунă сыр та пур, сыра Раççей-Максимовский ят панă. Çак бизнеса ялта малалла аталантарма, пысăк ĕне ферми туса лартма тата выльăх йышне пысăклатма çемьен пысăк ĕмĕт-тĕллев пур. Халĕ вĕсен кил-хуçалăхра сăвакан тăватă ĕне, икĕ пушмак пăру, 10 çамрăк пăру, сурăх тата сысна пур.

Максимовсен виçĕ ача çитĕнет, вĕсем мĕн пĕчĕк-рен ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ.

Малашне Оксанăпа Алексей патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса хăйсен продукцине анлăлатасшăн.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *