Каникулăн пĕрремĕш кунĕнче Шăхасан шкулĕнче вĕренекенсем Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи «Мелилотус» кооперативра кăсăклă та интереслĕ пĕлÿ экскурсийĕнче пулнă.
Унта 5-мĕш класра вĕренекен ачасене тараватлăн кĕтсе илнĕ. Экскурси вăхă- тĕнче вĕсене пыл, чей, квас тата лимонад мĕнле тунине кашни цеха илсе кĕрсе кăтартса, тĕплĕн каласа панă.
Экскурси вĕçленсен вĕренекенсене паха продукцие тата вĕри чее тутанса пăхма сĕннĕ. Шкул ачисем палăртнă тăрăх, хамăр тунă апат-çимĕç тутлă та усăллă. Çул çÿрев ачасене питĕ ки- лĕшнĕ.