Воскресенье, 23 июня, 2024
Главная > Публикации > Пилĕк тонна хут пуçтарса панă

Пилĕк тонна хут пуçтарса панă

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасанти вăтам шкулта вĕренекенсем 5 тонна макулатура пуçтарнă. Пархатарлă тата пĕлтерĕшлĕ ĕçе 25 пин те 610 тенкĕпе хакланă. Çак укçана шкул тулли мар мобилизацие лекнисене кирлĕ хатĕр туянма панă.

Шкул директорĕ Венера Изратова каласа кăтартнă тăрăх, кивĕ хута ?юрăхсăра тухнă кĕнекесене, хаçат-журнала, усă курнă картон коробкăна тата ыттине/ пĕтĕм шкулпа пуçтарнă. Акцие вĕрентекенсем, шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăннă.

Экологипе патриотла акци пĕр çыхăнура тăни ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *