Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Шупашкартан пĕрремĕш вырăнпа таврăнтăмăр

Шупашкартан пĕрремĕш вырăнпа таврăнтăмăр

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар хули республикăри чи пултаруллă баскетболистсене йышăнчĕ. Ăмăрту икĕ куна пычĕ. Пирĕн район хĕрĕсем (13 çула çитичченхи ушкăнта) унтан çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕç. Палăртмалла, çакнашкал çитĕнÿ пирĕн районта ку таранччен пулман.

Районăн пĕрлештернĕ командинче вылянă маттур пикесене уйрăммăн палăртса хăварас килет: Василиса Павлова, Ксения Казакова, Евăпа Есения Алексеевăсем Хучел шкулĕнче вĕренеççĕ, Валерия Петрова, Александра Васильева, Карина Дмитриева, Виктория Махминова, Полина Никитина, Дарья Степанова — Уçырмара, Ксения Петрова — Шăхасан шкулĕнче, Анна Иванова Вăтакас Кипечре пĕлÿ пухать.

Пирĕн район хĕрĕсем чи малтан Канаш хулин спортсменĕсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене 26:5 шутпа парăнтарчĕç. Унтан Шупашкар хулин хĕрĕсенчен 20:15 шутпа выляса илчĕç. Финал вăййинче Улатăр районĕпе тĕл пулчĕç, вĕсене 40:13 счетпа аркатрĕç. Çак çитĕнÿре çÿлерех асăннă шкулта ĕçлекен физкультура учителĕсен тÿпи те пысăк.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те медаль тата грамота парса хавхалантарчĕç. Чăваш Енри баскетбол федерацийĕн президенчĕ Сергей Худаев район командине ултă мечĕк парнелерĕ. Çакăншăн хĕрсем питĕ хытă хĕпĕртерĕç, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума шантарчĕç.

Виктор ФЕДОРОВ, Хучел шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code