Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кĕпере юсама тытăннă

Кĕпере юсама тытăннă

Чакаç ял тăрăхне кĕрекен Кармами выççăлккинче кĕпер юсама тытăннă.

Каçă Лесная урамра вырнаçнă. Ăна йĕркене кĕртме С. Семенов индивидуаллă предприниматель ки- лĕшнĕ. Вырăнти администраци подрядчикпе пĕр миллион ытла тенкĕлĕх контракт тунă. Юсав тăкакне ял бюджечĕ хăйĕн çине илнĕ.

Хальхи вăхăтра строительсем çырмари çĕре хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ăна çирĕплетнĕ хыççăн шыв юхмалли пăрăх хурĕç. Юсав ĕçне подрядчик кăçал раштав уйăхĕнче вĕçлеме шантарать. «Ял халăхĕ кĕпере юсаса çĕнетес пуçарăва ырласа йышăнчĕ, кивви хăрушсăрлăх йĕркипе килĕшсе тăман», — пĕлтернĕ Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Алексеев.

Кармами выççăлккинче хальхи вăхăтра çĕр ытла çын пурăнать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *