Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Сĕт сăвассипе — малтисем

Сĕт сăвассипе — малтисем

Сăвăм виçин шайне ÿстерес тĕллевпе районти хуçалăхсем ĕнесене витаминсемпе пуян апат хутăшĕ çитереççĕ.

Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 150 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вĕсенчен 52-шĕ _ сăвакан ĕнесем. Апата «Хозяин» миксер салатать. Ăна хатĕрленĕ чухне кăшман, патока, комбикорм тата ытти пахалăхлă апат хутăштараççĕ. Çитес вăхăтра фермер выльăхсен рационне кукуруза та кĕртесшĕн.

Ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче тесе ахальтен каламан-тăр халăхра. Паха апат çинче тăракан ĕнесем — районта чи нумай сĕт антараканĕсем. Никоновсем кашни ĕне пуçне талăкра 18 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Утă-улăма планран чылай ирттерсе хатĕрлесе хăварни те сăвăм çине ырă витĕм кÿрĕ.

«Çитес вăхăтра çĕнĕ пăру вити тума тытăнăпăр, унта вĕсене çитĕнтерме 70 вырăн пулĕ», — каласа панă хуçалăх ертÿçи.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *