Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Куç тулли илем тăвакан ал ăсти

Куç тулли илем тăвакан ал ăсти

Хаçат вулаканĕсене Канаш округĕн талантлă çыннипе паллаштарас килет. Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ ăста Алина Чашкина фоамиранран чечек композицийĕсем хатĕрлет, çав шутра чечексем, торшерсем, киле тата фотосессисем валли декоративлă композицисем. Паянхи тĕпел хăни çутатакан чечексем çинчен йăлтах пĕлет. Ал ăсти хăйĕн ĕçĕсенче чĕрĕ чечексен илемне сăнарласа парать, алăпа ăсталанăскерсем нумай çул хăйсен илемĕпе савăнтараççĕ.

— Алăпа чечек ăсталасси сирĕн мĕнрен пуçланнă?

— Икĕ çул каялла Интернет уçлăхĕнче реклама пăхнă май алăпа ăсталанă чечексем тата Валентина Молоковăн пысăк чечексен онлайн-шкулне вĕренме йыхравлани çинчен кĕске ролик асăрхарăм. Курсшăн тÿлесе вĕренĕве çырăнтăм. Çак самантчен эпĕ нихăçан та алăра фоамиранпа изолон тытса курманччĕ. Вулакансене кусем мĕнле материалсем пулни çинчен кăштах ăнлантарса парас килет. Фоамирана тытсан вăл бархата аса илтерет, изолон вара — искусствăлла майпа кăпăклантарнă полиэтилен. Унпа строительствăра усă кураççĕ, алăпа тытсан вăл фоамиран пекех çемçе.

Вĕренĕве пикенсенех манăн часрах материалсем заказ парса чечексенчен композицисем тума пуçлас килетчĕ. Ĕçсем валли чылай материала почта урлă ятарлă поставщик патĕнчен заказ парса илетĕп. Унăн чечек декорĕ тума пĕтĕм материал пур.

Алăпа чечексем ăсталанине ĕç е укçа ĕçлесе илмелли мел çеç теме йывăр. Чи кирли — çак ĕçе юратни. Енчен те эсир ĕçе юратса тусан йăлтах пулса пырать. Ĕçĕн çимĕçĕсем сире те, клиентсене те савăнтарĕç, вĕсене тума тăкакланă вăхăт вара ĕç пек шутланмĕ, мĕншĕн тесен ку _ сирĕн пурнăçăн пайĕ.

— Мĕншĕн Сире чĕрĕ чечексем мар, алăпа ăсталанисем илĕртеççĕ?

— Алăпа ăсталанă чечексем палитра пуянлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕç, çавăнпа та эпĕ пĕрремĕш композицине тума шутларăм. Пасарта Китай таварĕсем ытлашшипех чухне хăйне евĕрлĕ парне суйласси çăмăл мар. Вазăри нихçан шанман чечек çыххи вара, чĕрĕ чечексемпе танлаштарсан, хăйĕн илемĕпе 3-5 çул савăнтарать.

— Чечексем — уйрăм энерги, илемлĕх асамĕ. Эсир вара — çынсем патне çак асамлăха илсе çитерекенĕ. Мĕн хавхалантарать сире?

— Ытларах чухне сăнарсем, шухăшсем, ÿкерчĕксем, çынсем тата чĕрĕ чечексем хавхалантараççĕ. Композици çинчен нумай вăхăт шутланă, чечексене суйланă, пуçтарнă чухне вăйлă ывăннине туятăп. Çак самантра нумай шухăшланипе кăна мар, композицие хамăн шалти энергие панипе те. Паллах, манмалла мар: эпĕ ăсталанă чечексем — пĕтĕмпех алă ĕçĕ. Эпĕ хамăн алăсемпе кашни çеçкене ăсталатăп, бутонсем чăн-чăн чечексем пек курăнччăр тесе тăрăшатăп.

— Чечек композицийĕсем пÿлĕмĕн сăн-сăпачĕ çине мĕнле витĕм кÿреççĕ?

— Ман шутпа, интерьера чечек композицийĕсемпе хитрелетни пÿлĕме пĕтĕмпех улăштарма, ăна пуянрах та ĕлккенрех тума, урăхла кăмăл, сăмахран, романтикăлла е экзотикăлла, парнелеме пултарать.

Енчен те чечек декорĕпе çывăрмалли пÿлĕмре усă курас тесен, ăшă, янкăр мар тĕссем суйлама сĕнетĕп. Вĕсем сирĕн куçсене йывăр ĕç кунĕ хыççăн канма пулăшĕç. Офиссем е ĕç кабинечĕсем валли лăпкă тонсем мая килĕç. Сăмахран, тĕттĕм хĕрлĕ, сĕт е шурă кĕл чечек тĕсĕ. Çакăн пек пÿлĕмсенчи тĕссем çивĕч самантсене якатса çыннăн ĕç тухăçлăхне сыхласа хăварма тивĕç.

— Çынсем сирĕн чечексемпе çыхăннă пултарулăхăр çинчен ăçтан пĕлеççĕ?

— «ВКонтакте» социаллă сетьре манăн композицисене сăнлакан сăн ÿкерчĕксемпе видеосем вырнаçтаратăп. Вĕсем тăрăх мана тупаççĕ те. Çынсем манăн чечек çыххисене кăмăлланăшăн, вĕсемпе сăн ÿкерсе хăйсен страницисенче вырнаçтарнăшăн, вĕсен çакăн пек илем пуррипе телейлĕ пулнине ыттисемпе пайланăшăн питĕ савăнатăп. Ку маншăн чи лайăх комплимент.

Чи малтан тунă ĕçсем килте упранаççĕ: светодиодпа çутатакан 3Д ÿкерчĕк «Мăкăнь» тата ăшă саланакан çутă паракан вазăри виçĕ пион.

Манăн чи пĕрремĕш заказ паракансем — йăмăкпа анне. Çапла майпа вĕсем мана пултарулăх çулĕнче пулăшма шутланă. Ун чухне эпĕ «Лотос» çуткăча 10 штук та турăм, вĕсене пурне те йăмăкпа анне тусĕсене çуралнă кунĕсемпе парнелесе пĕтертĕм.

— Мĕнле инструментсемсĕр чечек композицийĕ тума пулмĕ?

— Эпĕ хачăсăр тата лайăх кăмăлсăр ĕçлейместĕп.

— Сирĕн чи юратнă чечек мĕнли?

— Ман шутпа, кашни чечек илемлĕ: чĕррисем те, алăпа ăсталанисем те. Кашни бутон хăйне евĕрлĕ, çавăнпа чечексем питĕ хÿхĕм. Чĕрĕ чечексем питĕ сахал пурăннăшăн вара питĕ шел.

— Алина, хăвăр çемйĕр çинчен те каласа парсамăр.

— Хальхи вăхăтра эпĕ çемьепе Шупашкарта пурăнатăп. Пирĕн икĕ хĕр ÿсет: 9 çулти Настенька тата 14-ри Дарья. Хĕрсем мĕн ачаран творчествăпа интересленеççĕ. Дарья кăçал Шупашкарти 56-мĕш шкулăн 8 класне куçрĕ. Пĕлтĕр кĕмелли экзаменсене «пиллĕк- семпе» тытса Акциновсен ÿнер шкулне тÿрех иккĕмĕш класа (пурĕ 5 класс) вĕренме кĕчĕ. Унсăр пуçне Дашенька ташлама питĕ юратать, 3 çултан пуçласа ташă кружокĕсене çÿренĕ, пĕрремĕш класран вара халăх ташшин «Рассвет» студине çÿрет. Унăн хореографĕ питĕ лайăх, çавна май нумай наградăсене тивĕçнĕ, приз вырăнĕсене йышăннă. Настенька та «Рассвет» ташă студийĕнче, анчах урăх хореограф патĕнче вĕренет. Вăл та пире тата çывăх çынсене грамотăсемпе, приз вырăнĕсемпе савăнтарать. Манăн хĕрсем чуна çывăх ĕçпе киленнĕшĕн питĕ савăнатăп.

— Тавтапуç интереслĕ калаçушăн. Сирĕн пултаруллă çемьене телейпе сывлăх сунатăп.

— Тавтапуç.

Екатерина Чертынова калаçнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *